Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Апрелӗн , 13:44

Космонавтика кунӗ тĕлне

Районти музейре Космонавтика кунне халалланӑ музей акцийӗ иртет.

Космонавтика кунӗ тĕлне
Космонавтика кунӗ тĕлне

Апрелӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен районти музейре Космонавтика кунне халалланӑ музей акцийӗ иртет. Космоса вӗренмелли историпе паллашма ятарласа "Космоса уҫнӑ алӑк" ӑслӑлӑхпа вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Акцие чи малтан Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулти 2б тата 5а класра вӗренекенсем хутшăннă, унта вӗсем уяв историйӗ ҫинчен, ҫын космоса пӗрремӗш хут вӗҫсе кайни ҫинчен тата виççĕмĕш космонавт Андриан Николаев Пишпÿлек ҫӗрӗ ҫине килсе кайни çинчен пӗлнĕ. Йывӑрӑшсӑр шӗвек хӑйне космосра мӗнле тытни тата МКСра космонавтсем мĕн ҫини ҫинчен Раҫҫей Геройӗ Михаил Корниенко летчик-космонавт ӳкернĕ Роскосмос фильмĕнчен пӗлнĕ.
Космосӑн тарӑн инҫĕшсем пур ӑру тӗпчевҫисене те хӑйсем патне туртаҫҫӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе вара хӑйӗн илемӗпе тата тӗпсӗрлӗхӗпе илӗртет. Ҫак уяв кашни совет ҫыннин, кашни Раççей ҫыннин чӗринче уйрӑмах палӑрса тӑнинчен тӗлӗнмелли те ҫук.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

 

Космонавтика кунӗ тĕлне
Космонавтика кунӗ тĕлне
Космонавтика кунӗ тĕлне
Космонавтика кунӗ тĕлне
Космонавтика кунӗ тĕлне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: