Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Апрелӗн , 12:05

Пушкӑртра МВД ветеранӗсем "УАЗ "автомобиль СВОна янӑ

Нефтекамскри МВД пайӗн ветеранӗсемпе пенсионерӗсем хула полицийӗн ертӳҫине "УАЗ 3909" маркӑллӑ автомобиль тата ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине яма кирлӗ япаласем панӑ.

Полици сотрудникӗсем хушшинче нумайӑшӗ Афганистанра та, Ҫурҫӗр Кавказра та службӑра пулнӑ, паян боецсен ҫапӑҫусен зонинче мӗнле йывӑрлӑхсем пулнине илтнипе кăна мар пӗлеççĕ.
Пӗлтӗр Нефтекамскри полицейскисем "УАЗ" ятлӑ пӗрремӗш автомобиль, дизель генераторӗсем, бензопăчкăсем, медикаментсем тиенӗскерне, СВО валли янӑ, - пӗлтернӗ МВД пресс-службинче.

Черетлӗ гуманитари конвойне йӗркелеме 180 пин ытла тенкӗ пуҫтарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Нефтекамскри МВД полицийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗ Камиль Мустафин УАЗ рульне тытса пырса хӑйех СВО зонине пулӑшу илсе каять. Камиль Мирсагитович нумаях пулмасть Минигали Шаймуртов ячӗллĕ батальон йышĕнче ҫапӑҫнӑ, урине амантса килне таврӑннӑ.
Автомашинӑна запас шинӑсен комплекчӗ, дизель генераторӗ, огнетушительсем, гигиена хатӗрӗсен коробкисем тиенӗ, малалла хамӑрӑннисем патне кайма хатӗр, палăртнă МВДра.
https://mgazeta.com/news/SVO/2024-04-11/v-bashkirii-veterany-mvd-otpravili-na-svo-avtomobil-uaz-3722807

Пушкӑртра МВД ветеранӗсем "УАЗ "автомобиль СВОна янӑ
Пушкӑртра МВД ветеранӗсем "УАЗ "автомобиль СВОна янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: