Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Апрелӗн , 13:58

Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ

Калинин ял советĕнче интеллектуаллă вӑйă ирттернĕ.

Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ

Калинин ял советĕнчи çамрӑксемпе ӗҫлекен специалист учительсемпе пӗрле Пӗтӗм Раҫҫейри "Теветкеллӗх, Космос, Ӑс-хакӑл, Ăнкарни, Хӑвӑртлӑх" интеллектуаллă вӑйă ирттернĕ.
Ӑс-хакӑл вӑййи виçĕ блокран тӑнӑ: "Космос уй-хирĕсем", "Космос ҫывӑх та инҫе", "Космос сӑн-питсемпе". Вӑйӑра логикӑпа шухӑшлама пӗлни ҫеҫ мар, лайӑх интуици пурри те кирлӗ пулнă.
Вӑййа икĕ команда хутшӑннă: "Спутник" тата "Ракета".
Командӑсен пӗлӗтри ӳтсемпе ҫыхӑннӑ, космос уҫлӑхне алла илнин историйĕпе ыйтусене хуравламалла, космонавтсене сăн-сăпачĕсенчен палламалла пулнă.
Командăсене вӑйă вӗҫленӗ хыҫҫӑн дипломсемпе наградӑланӑ.

#БижбулякскийРайон
#РИСККОСМОС2024
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

 

Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Космонавтика кунне халалласа интеллектуаллă вӑйă йĕркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: