Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Апрелӗн , 09:31

Путин космос ядерла энергетикине укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушнă

#владимирпутин

Путин космос ядерла энергетикине укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушнă
Путин космос ядерла энергетикине укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин министрсен кабинетне "Роскосмос" тата "Росатомпа" пĕрле космос ядерла энергетикине аталантармалли проект валли укҫа-тенкӗ уйӑрма хушнӑ. Правительство членӗсемпе канашлу итогӗсем тӑрӑх хушусен тивӗҫлӗ переченьне Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Палӑртнӑ тӑрӑх, "Раҫҫей космос ядерлă энергетикине аталантарасси" ĕҫе кӗрекен мероприятисене пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрмалла. Ҫитменнине тата "космос ядерлă энергетика сферинчи наукӑпа техника пур ӗҫ-хӗлне" аталантарма уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла.
Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустина пурнӑҫланӑшӑн яваплӑ пулма палӑртнӑ. Распоряжени тӑрӑх йышӑнӑва 2024 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗччен тумалла.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president
https://iz.ru/1681105/2024-04-12/putin-rasporiadilsia-vydelit-sredstva-na-kosmicheskuiu-iadernuiu-energetiku

 

 

 

 

Путин космос ядерла энергетикине укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушнă
Путин космос ядерла энергетикине укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: