Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн , 14:25

Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ

Мероприяти тӗп тӗллевӗсем – ӗҫе йӗркелеме пулӑшасси.

Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ

Пишпÿлекре "Раҫҫей ĕҫӗ" ваканси ярмăркки иртнӗ. Мероприяти тӗп тӗллевӗсем – ӗҫе йӗркелеме пулӑшасси, профориентацире пулас абитуриентсене пулӑшасси, ҫавӑн пекех районти организацисене ӗҫлекенсене шырама пулӑшасси. Ярмăрккӑна ӗҫе вырнаҫас текенсем, вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем, тӗрлӗ предприятисемпе ведомствӑсен представителӗсем, предпринимательсем, ҫавӑн пекех "ДЕЛЬТА" ШП ООО тата Пушкӑрт кооператив институчӗн сотрудникӗсем хутшӑннă. Ярмăркка ӗҫӗнче тӗплӗ консультаци, мастер-классем, практика занятийӗсем ирттернӗ. Тӗлпулӑва килнӗ кашни ҫын кирлӗ информацие илме, мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме пултарнӑ. Ҫакă пурте, район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ шыраса тата пулас профессие суйлама кама та пулин пулӑшма май параҫҫӗ.
Ваканси ярмӑркки ҫинчен хӑйӗн шухӑшӗсемпе "Защитники Отечества" фондӑн социаллӑ координаторӗ Рамиль Мухтасимов каласа парать: "Манӑн тӗллев - СВОна хутшăнакансен ҫемйисен членӗсене пулӑшасси. Вӗсем хушшинче ӗҫ шыракансем те пур. Паян ӗҫ паракансемпе паллашма, вӗсемпе контакт йӗркелеме май килчӗ. Халӗ уйрӑммӑн пăхса тухса, пур вариантсене те вӗренӗпӗр. Кама та пулин пулӑшма май пулӗ тесе шутлатӑп".
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Пишпÿлекре ваканси ярмăркки иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: