Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн , 16:12

Ырлӑх чикӗсӗр

Ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсене пулӑшни волонтерсен тӗп задачисенчен пӗри.

Ырлӑх чикӗсӗр
Ырлӑх чикӗсӗр

Ситекпуç ялӗнчи маскировка сетки явакан пунктӗнчи волонтерсем хӑйсен кӳршисем патӗнче Сухоречка ялӗнчи "Пӗрлехи чӗре" активлӑ волонтерсен команди патне ҫитсе курнă.
Ял ҫыннисен ӗҫ-хӗлӗпе паллашнă, хăйсен опычĕ ҫинчен каласа панă. Хуҫисем пирӗн боецсене чӗрӗлӗх сулӑ ҫыхас енӗпе мастер-класс ирттернĕ. Ситекпуçсем кевте çине тăхăнмалли пиҫиххисене ҫӗлеме материал пухнӑ та илсе килнӗ.
Икĕ ялăн хӗрарӑмĕсем те питӗ нумай ӗҫ тăваççĕ. Вӗсене пурне те пирӗн боецсен нушисем ҫине сÿрĕк мар пӑхни, ырӑ тӑвасси тата ҫак тӗнчене лайӑхрах тӑвасси кӑмӑл пӗрлештерет. Ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсене пулӑшни волонтерсен тӗп задачисенчен пӗри.
Ҫак тӗлпулу ӑшӑ та чӗреллĕ, интереслӗ пулнă.
#своихнебросаем
#Седякбаш
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774

 

 

Ырлӑх чикӗсӗр
Ырлӑх чикӗсӗр
Ырлӑх чикӗсӗр
Ырлӑх чикӗсӗр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: