Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
16 Апрелӗн 2024, 10:48

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Мияки районӗнчи райцентрти ҫӗнӗ парка мухтанă

Мияки районне ĕçпе кайсан Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров райцентрта Миякинче культурӑпа кану паркне ҫитсе курнӑ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Мияки районӗнчи райцентрти ҫӗнӗ парка мухтанă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Мияки районӗнчи райцентрти ҫӗнӗ парка мухтанă

Радий Хабиров ҫакӑн пек лайӑх, ҫирӗп парксем кашни районта çук тесе шутлать.
Мияки районне ĕçпе кайсан Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров райцентрта Миякинче культурӑпа кану паркне ҫитсе курнӑ. Муниципалитет ҫыннисем "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчĕн "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчӗпе общество территорине ҫӗнетессишӗн сасӑланă.
Парка тапхăрсемпе ҫӗнетнӗ: малтан кĕмелли çулсене, ҫуран ҫулсене асфальт сарнӑ, бордюрсем лартнӑ. Унтан 600 лармалли вырӑнлă трибунӑн уҫӑ та хупӑ пайне вырнаҫтарнă, картасем, аслӑк тата пусмасене йĕркеленĕ. Парк территорийӗнче ҫутӑ, спорт тата ача-пӑча площадкисем, тренажер комплексӗ, автогородок пур.
Радий Хабиров ҫӗнетнӗ общество анлӑшӗпе паллашнӑ, унтан Мияки район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Ришат Актугановпа пӗрле Афган вӑрҫинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă Мияки районĕнчи çынсене халалланӑ мемориал патне чечексем хунӑ.
Радий Хабиров Пушкӑрт ҫӗрӗнче общество анлӑшне йӗркене кӗртнине тата тепӗр ҫултан "Пушкӑрт картишӗсем" программӑна укҫа-тенкӗ уйӑрасси нумайланассине палӑртнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-04-15/glava-bashkirii-pohvalil-v-raytsentre-miyakinskogo-rayona-novyy-park-3728897

 

 

 

 

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Мияки районӗнчи райцентрти ҫӗнӗ парка мухтанă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Мияки районӗнчи райцентрти ҫӗнӗ парка мухтанă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: