Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
19 Апрелӗн 2024, 12:51

"Лом" позывнойлă боецăн задачи - ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухасси

Геройсем пулса ҫуралмаҫҫӗ, вӗсем пулса тăраççĕ.

"Лом" позывнойлă боецăн задачи - ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухасси
"Лом" позывнойлă боецăн задачи - ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухасси

Ятарлă ҫар операцийӗн зонинчен кӗске вӑхӑтлӑх отпуска пирӗн ентешсен черетлӗ ушкӑнӗ килнĕ. Ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫе хӑйӗн тӗп тивӗҫӗ тесе шутлакан воина ашшӗ, тӑванӗсем, ял ҫыннисем савӑнӑҫлӑ кӗтсе илнӗ.
Пирӗн ентеш, кӗске вӑхӑтлӑх отпуска таврӑннӑскер, контракт тӑрӑх тахҫанах службӑра тӑрать. Паллах, ҫар профессийӗ каччӑсенчен хастарлӑх, пӗлӳ, моральпе психологи тата ÿт-пÿ çирĕплĕхĕ ыйтать. Ҫавӑн пек пахалӑхсем пур та ӗнтӗ "Лом" позывнойлă боецăн.
Асламӑшӗ пăхса ÿстернĕ ҫамрӑк лайӑх енсемпе палӑрса тӑнӑ, ҫамрӑкранах спортпа чӑнласах туслашнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Стерлибашри 107-мĕш училище вӗренме кӗнӗ. Тракторист-машинист удостоверени илнĕ. Ҫав вӑхӑтрах каҫхи шкулта сварщик профессине вӗренсе тухнă. 2015 ҫулхи ҫуркунне ăна Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене чӗнсе илнӗ.
— Ҫар службине Байкалти ҫар округӗнче танк ҫарӗсенче ирттертĕм. Ҫур ҫултан контракт ҫине алӑ пусрăм та Сахалин облаҫӗнче Итуруп утравӗ ҫинче службӑна малалла тӑсрăм. Унта климат условийӗсем чылаях хаяр: юр нумай е кунӗ-кунӗпе ҫумӑр ҫӑвать, тайфун, - каласа парать ҫамрӑк ҫын. — Вӑрҫӑ операцийӗ пуҫланнӑранпа пире пӗр батальона пӗрлештерчӗҫ те Украинӑна ӑсатрӗҫ. Калас пулать, эпир лайӑх хатӗрленнӗччĕ. Халӗ эпир пӗрремӗш линире, пӗр-пӗрин пурнӑҫӗшӗн яваплӑ.
Отпускра чухне вӑл строительство ӗҫӗсенче тӑванӗсене пулӑшма пулнă. Эпӗ СВО зонӑри пурнӑҫ условийӗсемпе тата ҫутҫанталӑкпа интереслентӗм.
— Эпир блиндажсенче пурӑнатпӑр, апат-ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ, çимеллине хамӑр хатӗрлетпӗр. Мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтернӗ, Сахалинран та яланах гуманитари конвойӗ килет. Пирӗнтен инҫех те мар ватă çынсем ҫеҫ пурӑнакан ял пур, эпир вӗсене час-часах апат-ҫимӗҫ кӳретпӗр. Вӑрҫӑ вӑл — вӑрҫӑ, кирек ӑҫта пӑхсан та, пур ҫӗрте те ишӗлчӗк, воронкӑсем, хуҫӑлнӑ йывӑҫсем, - малалла калать "Лом" позывнойлă боец.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑр салтакӑн наградӑсем пур. 2023 ҫулхи февраль уйӑхӗнче ӑна "За отвагу" медальпе наградӑланӑ. Кунсӑр пуҫне пирӗн ентеше икӗ хутчен "За боевые отличия" медальпе тата "За отвагу" тепĕр медальпе наградӑланӑ.
— Эвакуаци ушкăнĕнче служит тӑватӑп. Пирӗн задача — аманнӑ юлташсене ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухасси. Унтан вӗсене санитари медикӗсене паратпӑр, аманнине кура вӗсене Донецка е ытти хуласене ӑсатаҫҫӗ, — тет салтаксен пурнӑҫне ҫӑлса хӑваракан пирӗн ентеш.
Геройсем пулса ҫуралмаҫҫӗ, вӗсем пулса тăраççĕ. Пирӗн ентеш пеккисен паттӑрлӑхӗпе хӑйсене шеллеменни нумай япала ҫинчен калать.
Ляйля ГУМЕРОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: боецӑн архивӗнчен

 

 

"Лом" позывнойлă боецăн задачи - ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухасси
"Лом" позывнойлă боецăн задачи - ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухасси
"Лом" позывнойлă боецăн задачи - ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухасси
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: