Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн , 12:16

Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç

Апрелӗн 19-мӗшӗнче Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" республикӑн пӗрлӗхи акцийӗ иртнӗ.

Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç
Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç

Апрелӗн 19-мӗшӗнче Пишпÿлекре "Ешĕл Пушкӑртстан" республикӑн пӗрлӗхи акцийӗ иртнӗ. Ҫак пысӑк экологи мероприятине хастар хутшӑннӑ ялти ӗҫ коллективӗсен, общество пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, сÿрĕк мар кăмăлла ҫынсем.
Акци ирттермелли площадка Пушкин урамне вӗҫлекен территоринче, Пишпÿлек — Демски автоҫулпа юнашар пулса тӑнă. Акци шайӗнче 6000 тĕп хыр лартнӑ.

— "Ешĕл Пушкӑртстан" акци вӑл, пӗрремӗшӗнчен, ешерӳ, тивӗҫлӗн, ял ҫыннисен сывлӑхӗ. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн ял илемӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, акцие хутшӑнни чуншӑн кӑмӑллӑ — ку сӑмах май, пӗрле ӗҫлени. Ҫитменнине тата ҫанталӑк питӗ лайӑх тӑрать. Турӑ парсан, курӑпӑр эпир паян лартнӑ хунавсем мӗнле ӳснине, - тет Пишпÿлек районӗнчи Общество палатин членӗ Лидия Михайловна Филимонова.

Вӑрҫӑ ветеранӗсен, хӗҫпӑшаллӑ вӑйсемпе право хуралӗн органӗсен ĕçӗсен Совечӗн председателӗ Рафаэль Минибаевич Ибраев "Ешĕл Пушкӑртстан" акцие хутшӑнни — чи малтан пирӗн тӑван ҫӗре тата ҫутҫанталӑка юратни пулнине палӑртнă.
Аса илтеретпӗр, "Ешĕл Пушкӑртстан" акцие Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнӑ. Пӗрремӗш "Ешĕл Пушкӑртстан" акци 2019 ҫулхи апрель уйӑхӗнче иртнӗ. Йăлана кĕнипе вӑл ҫулталӑкра икӗ хут, ҫуркунне тата кӗркунне ирттерет.

"Ешĕл Пушкӑртстан" — пирӗн республикӑри чи ҫутӑ ҫемье акцийӗсенчен пӗри, - палӑртнă Радий Хабиров.

Республика Пуҫлӑхӗ хуласемпе районсенче тематика аллейисем пуҫланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен нумайӑшне тӗрлӗ тапхӑрти геройсене халалланӑ. Ку ӑрусен лайӑх асӑнӑвӗ, пирӗн несӗлсене хамӑр ентешсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫине тимленин пӗр пайне пама лайӑх май.

— Пӗрле эпир Пушкӑртстана илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватпӑр, — тенӗ Радий Фаритович.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç
Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç
Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç
Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç
Пишпÿлекре пурăнакансем "Ешĕл Пушкӑртстан" республика акцине хутшăнчĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: