Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Апрелӗн , 09:10

Пушкӑртстанра аннесем валли вӗренӳ спецкурсӗ уҫӑлӗ

ПР професси хатӗрленĕвӗн центрӗ майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 21-мӗшӗччен тӑсӑлакан "Аннелĕхĕн ансат экоправилисем" тӳлевсӗр курс йӗркеленӗ.

Дистанци технологийӗсен элеменчӗсемпе куҫа-куҫӑн вӗренни, унӑн калӑпӑшӗ - 72 сехет. Курс аннесемшӗн хушма пӗлӳ пулса тӑрать. Вӗренсе тухсан вӗсене квалификацие ӳстермелли патшалӑх тӗслӗхлĕ удостоверенийӗсем парӗҫ. Тӗллев - теорипе практика пӗлӗвне, пӗлӳсемпе хӑнӑхусене ҫӗнетесси.

Ача экологи тӗлӗшӗнчен пӑхни тата гигиена пекех, ҫурта хӑрушсӑр тирпейлени, натураллă косметика, каяшсене уйрӑм пухни, тавралӑха йӗркелени, япаласене экологи тӗлӗшӗнчен тыткалани, теттесем ҫине рационаллӑ пӑхни, пӗлтерӗшлӗ ҫулҫӳревсем, экопраҫниксем пӑхса хӑварнӑ.

https://clck.ru/39hamQ çак ссылкӑпа ҫырӑнас текенсем ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Çакӑн валли "Программа ячĕ" пунктра "Аннелĕхĕн ансат экоправилисем" курс суйламалла. Тӗплӗрех информацие телефонсем тӑрӑх илме пулать: +79174201295, +79872527428, е E-mail: [email protected].

Сăнÿкерчĕкĕ: ЦОПП РБ.
https://resbash.ru/news/obrazovanie/2024-04-22/v-bashkirii-otkroetsya-obrazovatelnyy-spetskurs-dlya-materey-3737912

Пушкӑртстанра аннесем валли вӗренӳ спецкурсӗ уҫӑлӗ
Пушкӑртстанра аннесем валли вӗренӳ спецкурсӗ уҫӑлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: