Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
24 Апрелӗн , 11:59

Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ

Акӑ ӗнтӗ тахҫантанпах кӗтнӗ ҫуркунне ҫитрӗ.

Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ
Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ

Акӑ ӗнтӗ тахҫантанпах кӗтнӗ ҫуркунне ҫитрӗ. Хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатать, кайӑксем ҫӗнӗ шӑнкӑрч вӗллисем ҫинче чӗвӗлтетеҫҫӗ. Пӗрремӗш курӑк шӑтса тухать, малтанхи чечексем тухаҫҫӗ. Ҫакӑнтан тӳрех савӑнӑҫлӑ кӑмӑл ҫуралать.
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн "Затейники" вӑтам ушкӑнӗнче йӑпану иртнӗ. Чакак хӳри ҫинче ҫӗнӗ хыпар илсе килнӗ, "Хĕрлĕ Çуркунне çитрӗ". Ачасем сценкӑ кӑтартнă, ҫурхи юрӑсем юрланă, çуркунне ҫинчен сӑвӑсем вуланă. Ачасем патне хӑнана ватă çын Эхо килнĕ. Тупмалли юмахсем шухӑшласа тупнă, вӑйӑ вылянă, ачасем валли кучченеҫ илсе килнĕ. Паллах ӗнтӗ, пирӗн пата илемлӗ Ҫуркунне те ҫитнӗ, анчах пушӑ алӑпа мар, тутлӑ кукӑльпе.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771

 

 

Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ
Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ
Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ
Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ
Ҫуркунне ача садне хăнана килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: