Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Апрелӗн , 10:52

Путин Сочие ҫитиччен хӑвӑрт каякан ҫул тума хушнă

#владимирпутин

Путин Сочие ҫитиччен хӑвӑрт каякан ҫул тума хушнă
Путин Сочие ҫитиччен хӑвӑрт каякан ҫул тума хушнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин министрсен кабинетне М-4 "Дон" трассӑран пуҫласа Сочие ҫитиччен хӑвӑрт ҫӳрекен ҫӗнӗ автоҫул проектне тӑвас ӗҫе пурнӑҫлама хушнӑ, унӑн оптимальнӑй маршрутне палӑртнӑ, пӗлтернӗ Кремль сайтӗнче.
"РФ правительствине... Краснодар крайӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене маларах асӑннӑ приказсене шута илсе 2024 ҫултанпа архитектурӑпа строительство проекчӗсене тата инженери тӗпчевӗсене пурнӑҫлама, инженерипе геодези тӗпчевӗсене кӗртнӗ май, М-4 "Дон" трассӑран пуҫласа Сочие ҫитиччен хӑвӑрт ҫӳрекен ҫӗнӗ автомобиль ҫулӗ тӑвас проекта пурнӑҫлама, ҫак ҫулӑн оптимальнăй маршрутне палӑртса", - тенӗ Раҫҫейӗн Кӑнтӑрне тата Приазовьене аталантарас ыйтусемпе канашлу итогӗсем тӑрӑх калакан порученисен переченӗнче.
Пуҫарӑва пурнӑҫланӑшӑн Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустина яваплӑ пулма палӑртнӑ. Ку темӑпа доклада июнӗн 15-мӗшӗччен документра кӑтартмалла.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73940/photos/75806

https://radiosputnik.ru/20240425/doroga-1942342204.htm

материалĕсем тӑрӑх.

 

 

Путин Сочие ҫитиччен хӑвӑрт каякан ҫул тума хушнă
Путин Сочие ҫитиччен хӑвӑрт каякан ҫул тума хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: