Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ЦУРти республика правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче хуласемпе районсен ертӳҫисене автобус маршручӗсем организацилеме тата Асӑннӑ кун масар ҫине хушма рейссем яма хушнӑ.
"Ҫавӑн пекех территоринчи ҫӳп-ҫапа пуҫтарассине тата турттарассине, шыв турттарассине тивӗҫтерме ыйтатӑп. Ку вӑл пирӗн масарсенче яланах йӗрке тытса тӑма сӑлтав", - тенӗ Хабиров.
Ҫавӑн пекех вӑл Мăнкун тапхӑрӗнче общество йӗркине вӑйлатма хушнӑ.
"Майӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен Турӑ ҫурчӗсенче Христос Чӗрӗлсе тӑрса вилĕме çĕнтернĕ кун - Мăнкуна - халалланӑ чаплӑ кӗлӗсем иртӗҫ. Мероприятисене тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме, ҫынсене кӗлӗ тума кайса килме май пама ыйтатӑп. Халӑх нумай пулать, атьӑр пурне те йӗркеллӗ ирттерер", - тенӗ регион Пуҫлӑхӗ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртра Асӑну кунне апрелӗн 28-мӗшне палӑртнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-04-26/radiy-habirov-dal-porucheniya-k-pashe-i-dnyu-pominoveniya-3741406