Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн , 12:52

Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ

Пишпÿлек районӗнче ҫамрӑксене Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ӑсатса ярасси - Призывник кунӗ иртнӗ.

Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ

Пишпÿлек районӗнче ҫамрӑксене Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ӑсатса ярасси - Призывник кунӗ иртнӗ. Йӑла тӑрӑх мероприяти Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче пуҫланнӑ, унта ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне тӗрлӗ ҫулсенче пуçне хунă ентешсен мемориал плитисем умне чечексем хунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн мероприятисем Пишпÿлекри Культура керменне куҫнă, унта кунӑн чаплӑ пайӗ пулса иртнӗ. Сывлӑх сунса, призывниксене район администраци пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов тата районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тухса каланă. Арçын ачасене чыслӑ та тивӗҫлӗ служит тума сунса, вӗсем асӑнмалӑх сувенирсем панӑ. Тата мероприятисене Афганистанри ҫапӑҫу ветеранӗсен канашӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов, районти ветерансен Совечĕн председателӗ Рафаэль Ибраев, "Защитники Отечества" фондӑн социаллӑ координаторӗ Рамиль Мухтасимов, призывниксен тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисем, ҫавӑн пекех райцентр шкулӗсенче вӗренекенсем хутшăннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекре Призывник кунӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: