Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн , 13:33

Пушкӑртра 25 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ

Пушкӑрт Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт хатӗрĕпе ӳсӗр çÿрекен 25 водителе тытса чарнӑ, ултă водителе - удостоверенисӗр пулнăран.

Пушкӑртра 25 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ
Пушкӑртра 25 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ

Иртнӗ канмалли кунсенче, майӑн 11 тата 12-мӗшӗсенче, тӗп хулари патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене регистрациленӗ, виҫӗ аварире пилĕк ҫын инкек курнӑ, вӗсенчен пӗри ҫул ҫитмен ача.

Пушкӑрт Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт хатӗрĕпе ӳсӗр çÿрекен 25 водителе тытса чарнӑ, ултă водителе - удостоверенисӗр пулнăран.

Çул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснă 722 самант палӑртнӑ; 90-шĕ - хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑсни; 82-шĕ - ҫул паллисем, разметкӑсем ыйтнине пӑхӑнманни; 38-шĕ - ҫуран ҫынсене ҫул пама ыйтнине пурнӑҫламанни; 28-шĕ - пассажир-ачасене турттармалли правилӑсене пӑсни; 28-шĕ - ҫуран ҫын çул-йĕр правилисен требованисене пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-05-13/v-bashkirii-za-vyhodnye-zaderzhali-25-netrezvyh-voditeley-3762606

 

 

 

Пушкӑртра 25 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ
Пушкӑртра 25 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: