#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин "Федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тытӑмӗ çинчен" Указа алӑ пуснӑ, тенӗ Кремль сайтӗнче.
Документри пек, правительство председателӗн вунă заместитель пулать, пӗрремĕш заместительне кӗртсе.
Ҫӗнӗ министрсен кабинетĕнче 21 министерство пулать – ҫавӑн чухлех ведомство иртнӗ правительство тытӑмĕнче те пӑхса хӑварнӑ пулнă.
Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ – МИД, Оборона министерстви, МВД, МЧС тата Юстици министерстви - президента тӳрех пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Ытти 16 министерство Михаил Мишустин премьер-министра пӑхӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, Федерацин ҫарпа техника сотрудникӗсен службине Оборона министерствин пӑхӑнӑвӗнчен кӑларнӑ тата президента пӑхӑнса тӑракан федераци службисем патне куҫарнӑ.
Министерствӑсемпе федераци службисен тытӑмне ҫырса кӑтартнӑ указ ҫумне хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн федерацин техника тата экспорт тӗрӗслевӗ енӗпе ӗҫлекен служби кӑна юлать.
Указ ӑна пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74009/photos/76064
https://radiosputnik.ru/20240511/pravitelstvo-1945241761.html
материалĕсем тӑрӑх.