Хăйсен питомецĕ тата юратушки çинчен Вячеслав Новиков каласа парать.
"Вутпа унашкал туссене шыраса тупаймӑн" тени вӑл - пирӗн юратнӑ йытӑ çинчен каланӑ сӑмах, ăна Шарик тесе чӗнеҫҫӗ. Шарик ҫинчен кӑштах каласа парас килет.
Пирӗнпе вӑл тахҫантанпах пурӑнать. Малтанхи кунсенчех эпир воспитани тата дрессировка тума тытӑнтӑмӑр. Вĕрентни сая каймарĕ. Унӑн пахалӑхӗсем тӳрех палӑрчӗҫ: итлесси, парӑнни, дисциплина. Ну, ҫутҫанталӑкран ӑна панӑ: ырӑ сунни, ачашланни, перекетленни...
Пирӗн Шарик - ҫемье членӗ. Унсӑр пуҫне вӑл пирӗн сыхлавҫӑ. Вӑл пирӗн тус, пирӗн пулăшакан.
Ҫутҫанталӑка тухасси - унпа ҫеҫ. Эпир пӗрле канатпӑр, пӗрле ӗҫлетпӗр. Пире кӗтӳ кӗтме пулӑшать, сурӑхсене хӑваласа килет, ҫав вӑхӑтрах вӗсемпе выляма та ӗлкӗрет. Картишӗнче чӑх-чӗпсене, кӑвакал чӗпписене хураллать. 24 сехет ҫывӑрмасть. Кӗркунне те, хӗлле те эпир унпа ҫӳретпӗр, хуҫалӑхра ӗҫлетпӗр. Унта вӑл хӑй те хутшӑнать.
Прицеппа ярӑнма юратать, тавралӑха пӑхса ҫаврӑнать. Анчах машина салонĕнче ҫӳреме тата ытларах юратать.
Вӑл пирӗн чи юратнӑ питомец.
#семейный_любимец102
#семейныйБашкортостан
#годсемьи2024
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Вячеслав Новиковăн çемье архивĕнчен.