Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общие статьи
18 Майӑн 2024, 08:30

Путин пекинла пĕçернĕ кӑвакала хӑйӗн Китайри юратнӑ апачĕ тенĕ

#владимирпутин

Путин пекинла пĕçернĕ кӑвакала хӑйӗн Китайри юратнӑ апачĕ тенĕПутин пекинла пĕçернĕ кӑвакала хӑйӗн Китайри юратнӑ апачĕ тенĕ
Путин пекинла пĕçернĕ кӑвакала хӑйӗн Китайри юратнӑ апачĕ тенĕ

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин майӑн 17-мӗшӗнче Пекинри патшалӑх йышӑнӑвӗнчи апат-ҫимӗҫ ҫинчен каласа панӑ. Ăна пекинла пĕçернĕ кӑвакал уйрӑмах килӗшнине палӑртнă вӑл.
"Анчах пекинла пĕçернĕ кӑвакала пурте пӗлеҫҫӗ, Раҫҫейре ҫӗр проценчĕпе. Акӑ ӗнер ман тус тата КНР председателӗ мана пекинла пĕçернĕ ҫакӑн пек кӑвакалпа хӑналарӗ. Тӳррипе калатӑп сире, икӗ татӑк хунăччĕ, пӗр татӑк ҫеҫ ҫисе яратӑп пулӗ тенĕччĕ. Анчах чӑтса тӑраймарăм, иккӗшне те ҫисе ятăм: питӗ тутлӑ пулчӗ", — тенӗ Раҫҫей лидерӗ Харбинри политехника университетӗнче студентсемпе калаҫнӑ чухне.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ кирек мӗнле халӑхӑн кухни те - унӑн культурин пӗр пайӗ пулнине палӑртнӑ. Ун шучӗпе, тӗнчери аслӑ кухньӑсенчен пӗри Китай кухни пулать.
Ҫавӑн пекех Президент Раҫҫейпе Китай кухнинче, сӑмахран, пельмень евӗрлӗ темиҫе пĕр пек апат-çимĕç пуррине асӑрханă. Анчах чи пӗрпеклӗх ҫакӑ пулать: икӗ патшалӑхӑн халӑхӗ те тарават тата ҫӑкӑр-тӑварлӑ, - тенӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74061
https://iz.ru/1698020/2024-05-17/putin-nazval-utku-po-pekinski-svoim-liubimym-kitaiskim-bliudom

 

 

 

Путин пекинла пĕçернĕ кӑвакала хӑйӗн Китайри юратнӑ апачĕ тенĕ
Путин пекинла пĕçернĕ кӑвакала хӑйӗн Китайри юратнӑ апачĕ тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас