Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Майӑн , 12:13

Пушкӑртра пурӑнакан 19 ҫулти ҫын ашшӗпе пичĕшĕ хыҫҫӑн СВОна кайнӑ

Харсӑр ҫамрӑк ҫын хӑйӗн килӗнчен илсе килнӗ талисман пурри ҫинчен каласа панă.

Пушкӑртра пурӑнакан 19 ҫулти ҫын ашшӗпе пичĕшĕ хыҫҫӑн СВОна кайнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан 19 ҫулти ҫын ашшӗпе пичĕшĕ хыҫҫӑн СВОна кайнӑ

Бирскри 19 ҫулхи "Тихий" позывнойлă боец СВО зонине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӗсен ҫемйинче вӑл пӗртен-пӗр боец мар. Передовойра 48 ҫулхи ашшӗ "Старый" позывнойлă тата 23 ҫулхи пиччĕшĕ "Планктон". Ҫарта служба опычӗ ҫук пулин те, шкул хыҫҫӑн Мишкинри агропромышленноҫ колледжне вӗренме кӗнӗ, ял хуҫалӑх производствин ӑсти пуласшӑн пулнӑ пулин те, публикаци геройӗ айккинче юлас мар, хӑйӗн ҫемйинчи арҫынсен тӗслӗхӗпе усӑ курас тесе шутланӑ. Ҫапла виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен ҫар ҫынни пулса тӑнă. Передовоя яриччен хӑй пуҫарнипе Бирскра пилотсăр вӗҫев аппарачĕн операторĕ пулма вӗренсе тухнă. Шел пулин те, теори пайне ҫеҫ вӗреннĕ. Практика Крупянск енче ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра илнĕ.

Харсӑр ҫамрӑк ҫын хӑйӗн килӗнчен илсе килнӗ талисман пурри ҫинчен каласа панă. Ача-пăча тетти Чебурашка  хӑранине ҫӗнтерме пулӑшать.

Халӗ "Тихий" килте, аманнӑ хыҫҫӑн сипленет. Сулахай урине "лепесток" тата "Град" ванчӑкӗсем лекнĕ. Малтан боец Санкт-Петербургри госпитальте сывалнӑ, темиҫе операци иртнӗ. Халӗ туяпа ҫӳрет-ха, анчах СВО зонине таврӑнма шутлать: унта хамӑрӑннисем кӗтеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: "Победа" хаҫат/Степан Чиглинцев.

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-05-28/19-letniy-zhitel-bashkirii-ushel-na-svo-vsled-za-ottsom-i-bratom-3788908

 

 

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.

Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Пушкӑртра пурӑнакан 19 ҫулти ҫын ашшӗпе пичĕшĕ хыҫҫӑн СВОна кайнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан 19 ҫулти ҫын ашшӗпе пичĕшĕ хыҫҫӑн СВОна кайнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: