Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
30 Майӑн 2024, 11:22

Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать

Луганск Халӑх Республикинче ӗҫлекен Пушкӑртстан врачĕсен бригадин 21-мӗш смени вӗҫленес вӑхӑт ҫывхарать.

Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать
Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать


Луганск Халӑх Республикинче ӗҫлекен Пушкӑртстан врачĕсен бригадин 21-мӗш смени вӗҫленес вӑхӑт ҫывхарать.
Республика медикĕсем халӗ Красный Луч хулинче ӗҫлеҫҫӗ. "Ашкадар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Рамиль Мансуров, бригада членӗсенчен пӗрин çинчен — Илиш районӗнчи тӗп больницӑри ҫамрӑк врач-оториноларинголог Ринат Кунысбаев çинчен каласа панӑ тӑрӑх, Луганска вӑл иккӗмӗш хут кайнă.
Ринат Кунысбаев Кугарчă районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Илиш больницине вӑл "Земство тухтӑрĕ" программа тӑрӑх вырнаҫнă. Ҫамрӑк специалиста тӳрех ҫурт-йӗр панă. Ҫӗршыври пӗр ҫӗнӗ регионта пурӑнакансене пулӑшу кирлĕ пулсан, ҫамрӑк врач Луганска тухса кайнă.
— Пулăшу кирлĕ ҫынсене эпир яланах пулӑшма хатӗр. Пирӗн, врачсен, пур ҫӗрте те ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла, — ҫирӗплетнӗ Ринат Кунысбаев.
Луганскра пурӑнакансем час-часах пушкӑрт медикӗсем патне сахӑр диабечӗ, шыçă чирĕсем пек пысӑк чирсемпе пулашу ыйтаççĕ. Чылай чухне вӗсене чир диагнозне тӳрех лартаҫҫӗ, сиплес тӗлӗшпе вара чарӑнса тӑмалла пулать. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ансӑр специалистсене вӗсем 2016 ҫултанпа курман. Ҫавӑнпа та пирӗн республикӑран пулӑшма килнӗ тухтӑрсем пациентсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑвараҫҫӗ.
Врачсене илес пулсан, вӗсен смени вырӑнне часах Пушкӑрт специалисчӗсен черетлӗ бригади каять.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Эдуард Кускарбеков.
https://resbash.ru/articles/obshchestvo/2024-05-28/lugansk-doveryaet-vracham-iz-bashkirii-3789067

 

 

Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать
Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать
Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: