Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Июнӗн , 11:13

Çирĕклĕри ял клубӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнĕ

Çирĕклĕри ял клубӗнче ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх "Хӗвел патне каймалли çул" ӑслӑлӑхпа вӑйӑ программи иртнӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасемпе "Тупмаллисен çул хӗресӗ", "Ирӗк параҫҫӗ – чараҫҫӗ", "Автомульти" вӑйӑсем ирттернӗ. Ҫул-йӗр правилисем ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетес тесе ачасем валли "Симӗс çутă» викторина ирттернӗ.

Мероприяти пӗтес умӗн ачасем ҫул паллисем тунă, паллӑсен пӗлтерӗшне тишкернĕ.

Ӑнлануллӑ вӑйӑ программи питӗ интереслӗ иртнӗ, ачасем пур вӑййа та, эстафетӑсене те хаваслансах хутшӑннă.

Сăнÿкерчĕкĕ: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

Çирĕклĕри ял клубӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнĕ
Çирĕклĕри ял клубӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: