Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
5 Июнӗн 2024, 12:04

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă

Июнӗн 1-мӗшӗнче Ачасене хӳтӗлемелли Пӗтӗм тӗнчери кун Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Ижевска — Удмурт Республикин тӗп хулине кайнă.

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă

Июнӗн 1-мӗшӗнче Ачасене хӳтӗлемелли Пӗтӗм тӗнчери кун Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем

Ижевска — Удмурт Республикин тӗп хулине кайнă. Унта вĕсем сахӑр вати, попкорн, кукуруза патакӗсем туса кӑларакан заводра пулса курнă. Пӑхса кӑна мар, хӑйсем те хатӗрлеме хӑтланса пӑхнă. Уяв ячӗпе вӗсене тутлӑ парнесем панă.

Унтан зоопарка ҫитсе курнă. Раҫҫейри чи лайӑх зоопарксен рейтингӗнче Ижевски зоопарк 3-мӗш вырӑн йышӑнать тата Европӑри чи лайӑх зоопарксенчен пӗри шутланать. Ижевскри зоопаркри чӗрчунсем ҫутҫанталӑкри условисем патне ҫывхартнă условисенче пурӑнаҫҫӗ, - йывӑҫсем, ӳсекен курӑксем, хӳтлӗхсемпе шӑтӑксем, канавсем, шыв-шурсемпе шывсиккисем, вольерсен ӑшӗнче выльӑх-чӗрлӗх вӑййисем валли ҫутҫанталӑк материалӗсем нумай.

Юлашкинчен «Парк чудесра» пулса курнă, физика законӗсемпе йĕркеленĕ аттракционсемпе лабиринтсем витӗр тухнă. Професси паркӗнче, экскурсоводсем тӗрлӗ профессисем ҫинчен каласа панă, мастер-классем йĕркеленĕ. Ачасем унта хастар хутшӑннӑ.

Ҫак уява ачасем хӑйсен туйӑмӗсемпе, ырӑ кăмăлĕсемпе асра тытӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public206548118

 

 

 

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: