Рузидапа Фанзиль Касимовсен ывӑлӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗрне мобилизаципе илсе кайнă, тепри контракт çине алă пуснă. 26 ҫулти каччӑна, ҫемьери чи кӗҫӗн ывӑла, мобилизацин пӗрремӗш хумĕнче чӗнсе илнӗ.
— Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн эпӗ Пелепей хулинчи ял хуҫалӑх механизаципе электрификаци колледжĕнче вӗрентӗм, унта сварщик специальноҫӗ илтӗм. Унтан Çурҫӗрте ҫулталӑк ҫурӑ Когалым хулинче вахта меслечӗпе ӗҫлерĕм. Ятарлă ҫар операцийӗ пуҫлансан, пире, виҫӗ ял ҫыннине, ҫар комиссариачӗ чӗнсе илчĕ. Пурте пӗр взвода лекни савӑнтарать. Пиртен пӗри - аслӑ стрелок, тепри -отделени командирӗ, эпӗ - стрелок, - хӑй ҫинчен кӗскен каласа парать "Касыйм" позывнойлă боец.
"Касыйм" вӗсенчен чи ҫамрӑкки. Ятарлă ҫар операцийӗ пуҫланиччен вӑл лайӑх хатӗрленнӗ, ҫарта механик-водитель пулса служит тунă.
— Ятарлă ҫар операцийӗн зонине ӑсатас умӗн эпир икӗ эрне вӗренӳре пултӑмӑр. Пирӗн отряд Запорожье облаҫӗнчи чи хӑрушӑ участоксенчен пӗринче оборона тытса тӑчĕ - малти позицисем йышӑнчĕ. Пирӗн хӗҫпӑшал пӗтӗмпех ҫителӗклӗ. Юлташсемпе пӗр-пӗриншĕн тӗрев пулма тӑрӑшатпӑр, халӗ ҫамрӑк боецсене хамӑр вӗрентетпӗр. Йӑлари условисене илес пулсан, апат-ҫимӗҫпе пурте йӗркеллӗ, хамӑр хатӗрлетпӗр, хӑш чухне апат-ҫимӗҫ туянатпӑр. Яланах гуманитари пулӑшӑвӗ пырать, ҫавӑншӑн ентешсене пысăк тав, — тет боец, хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ҫын.
— Эпӗ пӗлтӗр кӗркунне военкомата кайрӑм та хам ирӗкпе контракт ҫине алӑ пусрӑм. Паллах, тӑвансем хирӗҫ пулчĕç, ӳкӗтлерĕç. Анчах эпӗ хамӑн шухӑша улӑштармарӑм. Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче доброволецсен батальонӗпе пӗрле Украина территорине ячӗҫ. Паллах, малтан учебкӑра пултăм. Паян эпӗ штурмлакан ушкăнра, - тет "Татарин" позывнойлă боец.
Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра вӑл уринчен аманнӑ та госпитальте сывалнӑ. Унтан, кӑштах юсансан, каллех передовоя тухса кайнă.
Ытти амӑшӗсем пекех, передовойри ывӑлӗсемшӗн кулянакан Рузида аппа телефонне алӑран ямасть.
Вӗсен йӑхӗнче арҫынсем ытларах, вӗсем пурте тенӗ пекех Тӑван çӗршыв умӗнче Раççей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Пирӗн каччӑсен аслашшӗ Фазлиахмет Касымович Аслă Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнӑ. Паян унӑн мӑнукӗсем паттӑрла ҫапӑҫаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцине хутшӑннӑ кашни ачана эпир "пирӗн геройсем" тесе чӗнме пултаратпӑр. "Касыйм" боеца тӑванӗсемпе савнă хӗрӗ, хӑвӑртрах киле таврӑнма сунса, службӑна ӑсатнă. Тӑван ҫӗршыва сыхлакан хӑюллӑ та паттăр ачасем таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
Ляйля ГУМЕРОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ляйля Гумерова.
Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.