ПР ГУП "Республика Башкортостан" издательство ҫурчӗн периодика пичечӗн пайӗн начальникӗ "Монгол" позывнойлă штурмлакан взвод командирне антидрон глушилкине тыттарнă. Боец передовойран сывалма килнӗ.
Оборудовани туянма укҫа-тенкӗн пӗр пайне республикӑра пурӑнакансем пухнӑ, тӗп пайне вӑл хӑй хунă.
– Килте пире пулӑшнӑшӑн, пире ӗненнӗшӗн эпӗ савӑнатӑп. Ку пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Ҫакӑ пире малти линире пулӑшать, вӑй-халпа шанӑҫ кӳрет. Журналистсене пысӑк тав! - тенӗ штурмовик.
Пушкӑртстан журналисчĕсем сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. Тӑтӑшах СВО зонине каяççĕ, хӑйсен материалӗсене ҫыраҫҫӗ, боецсене хавхалантараҫҫӗ. Фронт валли, экипировка валли ятарлӑ оборудовани туянма укҫа-тенкӗ пуҫтараҫҫӗ, маскировка сеткисемпе окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ.