Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
1 Июлӗн , 12:40

Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле

Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентесси шкулчченхи вӗренӗвӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле

Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентесси шкулчченхи вӗренӗвӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та, ачана тӗрлӗ лару-тӑрура инкек-синкекрен сыхлас тесен, ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑхӑнмалли пӗлтерӗшлӗ представление йӗркелес тӗлӗшпе ачасемпе кулленхи ӗҫ кирлӗ. Ӑна хӑйне хӑрушсӑр тыткалама вӗрентмелле.

Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче педагогпа ача-пӑча пӗрле ӗҫленӗ май "Пӗчӗк ҫуран ҫын правилисем", "Урамри хӑрушсӑрлӑх правилисем", "Кашни ҫуран çыннăн асра тытмалла", "Ачасем уҫӑлса ҫӳремелли правилӑсене асра тытмалла" вӑйӑ лару-тӑрӑвӗсемпе калаҫусем ирттернӗ. Пур вӑйӑсем те урамра тата транспортра хӑйсене мӗнле тыткаламаллине йӗркелеме, ачасене урамра выляма, хӑйсен пурнӑҫне сыхлама, урампа паллаштарма тӑрӑшнă.

Ачасемпе эрне хушшинче урамра ҫул-йӗр лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑннӑ иллюстрацисене, ҫул ҫинче хӑвна тӗрӗс тытас ӗҫе йӗркелеме палӑртнӑ "Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн?", «Хӑрушсӑрлӑх урокӗсем" ача сывлӑхӗпе ППД хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе плакатсем пӑхса тухнӑ.

Дидактика вӑййисемпе упражненисем ирттернӗ: "Картинкӑна пух", "Машинӑна пух", "Светофор мӗн калать"; сюжетпа роль тата хускануллă вӑйӑсем вылянă: "Автобус шоферӗ", "Водительсем", "Ҫул-йӗр юхӑмӗ", "Мулкача ҫул урлӑ каҫма пулӑшӑр", мӗнпур вӑйӑсем ҫул-йӗр правилисене вӗренмелли пулнă.

Илемлӗ литература вуланă: С.Михалковăн "Манӑн урам", "Светофор" произведенисем, С. Михалковӑн "Светофор" сӑввин сыпӑкне пăхмасăр калама вĕреннĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club217412282

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене ача садĕнченех вĕрентмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: