Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн , 12:22

Малти линири боецсене пулӑшма хатӗр

Лариса Исаева Пăслăкри маскировка сетки явакан пунктра малтанхи кунсенченех ӗҫлет.

Малти линири боецсене пулӑшма хатӗр
Малти линири боецсене пулӑшма хатӗр

 

Лариса Исаева Пăслăкри маскировка сетки явакан пунктра малтанхи кунсенченех ӗҫлет.

2023 ҫулхи февраль вӗҫӗ... Фронтра маскировка тумалли сеткӑсем питӗ кирлӗ пулни ҫинчен пӗлтерӳ... Ял клубӗнче сеткă явмалли икӗ станок. Пирӗн хĕрарăмсем малти линири боецсене пулӑшма хатӗр. Яваплӑ, схемăсене тишкерекен тата ӗҫ мӗнле пынине васкамасӑр ӑнлантарса паракан. Рольсене питӗ хӑвӑрт валеҫрӗҫ. Пĕри çитса касма вӗренет, тепри ҫыхма тӑрӑшать, виççĕмĕшĕ сетка хĕррисене шнур витĕрет. Ку таранччен ҫак ӗҫе хӑнӑхасси ҫинчен никам та шухӑшламан пулӗ. Хӑнӑхрӑмӑр, вӗрентӗмӗр, малалла та хамӑр боецсем валли туслӑ ӗҫлĕпĕр.

Лариса Ивановна Исаева сӑпайлӑ, нумай калаҫма юратман, ырӑ кӑмӑллӑ, савăк туйӑмлӑ хӗрарӑм, юратакан анне, чаплӑ асанне, ытарайми арӑм, лайӑх кил хуҫи арӑмӗ. Вӑл Пăслăк ялӗнчен. Ҫемьере аслӑ ача, унӑн пӗчӗкренех йӑмӑкӗпе шăллĕне пăхма, иртен пуҫласа каҫчен колхозра ӗҫленӗ ашшӗ-амӑшӗ киличчен апат хатӗрлеме тивнӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл пĕчĕклех салма касма, ҫип арлама вӗреннӗ. Унӑн хуҫалӑх валли шыв йӑтма, савӑт-сапа ҫума, выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма тивнӗ.

Шкултан вӗренсе тухсан Лариса Ивановна Куйбышеври СПТУра контролера вӗренме кӗнӗ. Профессипе икӗ ҫул заводра ӗҫленĕ. 1984 ҫулта тӑван яла таврӑннӑ. Ҫав ҫулах Валерий Михайловича качча тухнӑ. Туслӑ та ҫирӗп ҫемьере икӗ ывӑл — Роман тата Денис ҫуралнӑ. Ачасем лайӑх пĕлÿ илнӗ. Вӗсен пурнăçĕнче пурте ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Лариса Ивановнан ывӑлӗсемпе упӑшки Çурҫӗрте вахта меслечӗпе ĕçлеҫҫӗ. Ачисемпе упӑшки ҫемьешӗн шанчӑклӑ тӗрек тата хӳтлӗх. Виҫӗ мӑнук ачаш асаннене савăнтараççĕ. Вунтӑхӑр ҫул тăршшĕ вӑл ялта социаллӑ работник пулса ӗҫленӗ, пенсионерсем патне ҫӳренӗ, вӗсене пӑхнӑ, хуçалăхĕсенче пулӑшнӑ, ырӑ сӑмахпа та тимлӗхпе пулӑшнӑ. Лариса Ивановна ялти Архангел Михаил храмӗн приход хӗрарӑмӗ нумай ҫул ӗнтӗ. Чиркӳ территорине тирпейлес, хӑтлӑх кӗртес, хӗлле вутӑ хатӗрлес, электричествăшăн тӳлес енӗпе яваплӑха хăй çине илет.

Маскировка сетки пунктӗнче Лариса Ивановна малтанхи кунӗсенчен пуҫласа — пирӗн ушкӑн ĕçлеме тытăннăранпах. Пусма касмалли методикӑна хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитсен, вӑл пӗтӗм процеса яваплӑ ертсе пырать. Героиня каланӑ тӑрӑх, 65 сеть валли пир-авӑра алӑпа каснӑ, ку 1170 метр. Сентябрьте пире электроçĕçĕ пачӗҫ, пирӗн ертÿçĕсене Эллина Загидовнӑпа Алевтина Герасимовнана ҫав тери пысӑк тав çавăншĕн. Сеткă явакан пунктра халӗ кашни ир пӗр виҫеллӗ электроçĕçĕ сӗрленинчен пуҫланать. Маскировка сетки явнă хушшинчи канусенче Лариса Ивановна тӑтӑшах гуманитарипе финанс пулӑшӑвне пухма хутшӑнать. Вăл салтаксем валли нускисем, аманнисем валли чехолсем ҫыхнӑ, хÿтĕлекен кремсем панӑ, госпиталь валли минтерсем тултарнӑ. Пусмана касса пӗтерсен, вӑл ыттисемпе пӗрле гирляндă касать, явлӑк тӑвать.

Сетка карнӑ май эпир кашнинчех вӑл фронтра камӑн та пулин пурнӑҫне сыхласа хӑварасса шанатпӑр. Кĕл тăватпăр.

Валентина МИТРОФАНОВА,

Пăслăк ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Лариса Исаеван  архивӗнчен.

Малти линири боецсене пулӑшма хатӗр
Малти линири боецсене пулӑшма хатӗр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: