+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Республика Пуҫлӑхӗ Беларуҫри "пурте идеаллӑ" тӗслӗх илсе кӑтартнӑ.
Июлӗн 1-мӗшӗнче, Пушкӑрт Правительствин канашлӑвӗнче Радий Хабиров ҫул хӗрринчи курӑка вӑхӑтлă ҫулманшӑн ЖКХ министерствине вӑрҫса тӑкнă. Регион ертӳҫи ку енӗпе ӗҫе вӑйлатмаллине палӑртнӑ. Хабиров Беларуҫ тӗслӗхне илсе кӑтартнӑ. Радий Фаритович каланӑ тӑрӑх, Пушкӑрт делегацийӗ Беларуçри виҫӗ хулара пулнӑ, ун пекки ниҫта та пулман.
- Унта пурте идеаллӑ, - палӑртнă Хабиров.