Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Июлӗн , 12:20

Малтанхи кунсенченех волонтерсен ретĕнче

Паянхи кун геройӗ Михайловка ялӗнчи Валентина Валериановна Григорьева.

Малтанхи кунсенченех волонтерсен ретĕнче
Малтанхи кунсенченех волонтерсен ретĕнче

Паянхи кун геройӗ Михайловка ялӗнчи Валентина Валериановна Григорьева.

Валентина Валериановна Михайловкари Культура çуртӗнче нумай ҫул ӗҫлет. Вӑл тивӗҫлӗ канура пулсан та, пирӗн тӑван клубра вăй хурать, уншӑн хӑйӗн кил-ҫурчӗшӗн тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшать. Вӑл клубшӑн тӑрӑшнипе пурӑнать темелле, вырӑнти библиотекарьпе пӗрле вĕсем пӳлӗм чечекӗсем ӗрчетеҫҫӗ: клубра вӗсен шучӗ те ҫук, вӗсен хушшинче экзотикӑллӑ чечексем те пур. Клуб кашни ҫул клуб территорине хӑтлӑх кӗртнӗшӗн тата клумбӑсене илемлетнӗшӗн администрацирен тав ҫырӑвӗсем илет. Ӗҫчен хӗрарӑм, вӑхӑт иртнӗҫемӗн кирек хӑш вӑхӑтра та ӗҫре пулма пултарать, клубра унӑн яланах таса та канлӗ. Ялта ӑна хисеплеҫҫӗ, пӗр субботник та вӑл хутшӑнмасӑр иртмест.

Клубра маскировка сеткисем явакан пунктне йӗркеленӗ малтанхи кунсенчех Валентина маскировка сеткисем тата блиндаж ҫуртисене тума, гуманитари пулӑшӑвне пухма, ӑсатма хастар хутшӑнать. Валентинапа упӑшки виҫӗ ача ҫитӗнтернĕ. Ильшат, Екатерина тата Анастасия хӑйсем тӗллӗн пурăнаççĕ. Вӗсен пилӗк мӑнук. Валентинăна ырлӑх, тăнлăх, сывлӑх тата тӗрлӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Наталья ПРОКОПЬЕВА,

Михайловка ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валентина Григорьеван архивӗнчен.

 

 

Малтанхи кунсенченех волонтерсен ретĕнче
Малтанхи кунсенченех волонтерсен ретĕнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: