#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Байкалпа Амур магистралӗ (БАМ) тума пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа уява хутшӑнакансене саламланă. Тивӗҫлӗ телеграммӑна июлӗн 8-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
"Сире пысӑк паллӑ кун — Байкалпа Амур магистралӗн тулли масштаблӑ строительстви пуҫланнӑранпа 50 ҫул ҫитнипе саламлатӑп", — тенӗ пӗлтерӳре.
Вӑл ҫур ӗмӗр каялла БАМ тӑвасси "ҫӗр пин граждан специалисчӗсемпе чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен воинсене" пӗрлештернине аса илтернӗ. Путин магистраль ҫӗнӗ хуласемпе поселоксене пурнӑҫ панине палӑртнă.
"Паян Байкалпа Амур магистралӗ ҫӗршывӑн пӗр транспорт тытӑмӗн уйрӑлми пайӗ, Ҫӗпӗрпе Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗн анлӑ территорийӗсене хуҫалӑхра алла илме пулăшакан тӗп звени шутланать", — палӑртнӑ Президент.
Вӑл Раҫҫей валли ҫӗршыв экономикине аталантармалли малашлӑх уҫма тата пӗтӗм Еврази валли транспорт маршрутне тивӗҫтерме пулӑшнине аса илтернӗ.
"Ветерансене-бамовецсене, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсемпе строительсен хальхи ӑрӑвне ӑнӑҫу тата чи лайӑххине сунатӑп", — хушса хунă Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73755/photos/75590
https://iz.ru/1724128/2024-07-08/putin-pozdravil-uchastnikov-prazdnika-v-chest-50-letiia-bama