Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Июлӗн , 12:42

Пушкӑртстанри СВОна хутшӑнакансем ятарлӑ хĕрÿ линипе пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ

"Защитники Отечества" фондӑн хĕрÿ линийӗ 2024 ҫулхи февральтен пуҫласа ӗҫлет. Консультаци илес тесен 117 (хушса хумалли 1) номерпе шӑнкӑравламалла.

Пушкӑртстанри СВОна хутшӑнакансем ятарлӑ хĕрÿ линипе пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанри СВОна хутшӑнакансем ятарлӑ хĕрÿ линипе пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ
"Защитники Отечества" фондӑн хĕрÿ линийӗ 2024 ҫулхи февральтен пуҫласа ӗҫлет. Консультаци илес тесен 117 (хушса хумалли 1) номерпе шӑнкӑравламалла. Сире федераци специалисчӗсем хуравлӗҫ.
Хĕрÿ лини ҫине шăнкăравлама пултараҫҫӗ:
- ҫар службинчен кӑларса янӑ ҫапӑҫусен ветеранӗсем, СВОна хутшӑннӑскерсем;
- Донбаса хӳтӗлекенсем, ДНРпа ЛНР ҫар формированийӗсен йышӗнче ҫапӑҫусене хутшӑнакансем, 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа;
- ҫӳлерех асӑннӑ ҫынсен ҫемйисем, боевой задачӑсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ пулсан, службӑран чӑлах таврăннă е чирлесе вилнӗ пулсан.
Ҫавӑн пекех фондран пулӑшу ыйтма юрать. Пушкӑртстанри филиал адресӗ: Уфа хули, Мингажев урамĕ, 107 çурт.
9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехетчен, канмалли кунсемсӗр (12.00 сехетрен пуҫласа 13.00 сехетчен кăнтăрлахи апат) ӗҫ графикӗ.
 
Телефон +7 (347) 268-01-02.
 
Хӗрӳ лини 110 пине яхӑн шăнкăрав йышӑннă. Талӑкра вӑтамран линие 700-900 шӑнкӑрав килет, канмалли кунсенче сахалрах. Темиҫе теҫетке оператор пирӗн геройсемпе вӗсен тӑванӗсен ыйтӑвӗсене татти-сыпписӗр ҫырса пыраҫҫӗ, ҫав хушӑрах шӑнкӑравсен 90% яхӑн пайне 30 çеккунт хушшинче йышӑнаҫҫӗ.
 
 
 
 
Пушкӑртстанри СВОна хутшӑнакансем ятарлӑ хĕрÿ линипе пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанри СВОна хутшӑнакансем ятарлӑ хĕрÿ линипе пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: