Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Школьники и студенты представят свои изобретения в Межвузовском кампусеСывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку
Пур хыпар та
10
Общие статьи
19 Июлӗн 2024, 09:31

Пушкӑртра СВОна хутшăнакан боец район администрацине тӑван ялĕнчи кӗпере юсама ыйтнă

Кун ҫинчен хӑйӗн telegram-каналӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дамир Мустафин каласа панӑ.

Пушкӑртра СВОна хутшăнакан боец район администрацине тӑван ялĕнчи кӗпере юсама ыйтнă
Пушкӑртра СВОна хутшăнакан боец район администрацине тӑван ялĕнчи кӗпере юсама ыйтнă
Альшей районӗнчи ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакан "Дед" позывнойлă боец, кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ вӑхӑтра муниципалитет администрацине Идрисово ялӗ хӗрринчи кӗпере юсама ыйтнӑ. Кун ҫинчен хӑйӗн telegram-каналӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дамир Мустафин каласа панӑ.
 
"Паллах, ку ӗҫре эпир хамӑр ентеше пулӑшӑпӑр. Идрисовора пурăнакан çын ПМС-48ра монтер пулса ӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи август уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе передовоя кайма шут тытнă. Халӗ 59 ҫулти "Дед" штурмлакан отрядра. Ун пек улшӑнусене ҫар ҫынни хӑйӗн пурнӑҫӗнче масштаблă тесе шутламасть. Ку вӑл хӑй ӑнланса йышăннă решени. Ҫапӑҫу ҫинчен калас пулсан, "кайӑксем" вӗҫеҫҫӗ, "кассетсем" ӳкеҫҫӗ, "танксем" ӗҫлеҫҫӗ. Раҫҫей ҫар служащийӗсем службӑна тивӗҫлӗ пурнӑҫлаҫҫӗ. Каччӑсем хушшинче хӑраса ӳкни те, ним тума аптрани те ҫук. Пурте ҫӗнтерӳ тӑвасшӑн. "Дед" куҫӗсенче эпӗ паттӑрлӑхпа вӑй кӑна мар, Тӑван çӗршыва юратнине те куртӑм. Вӑл йывӑрлӑхсенчен хӑраманнисенчен тата ыттисемшӗн хӑйне хӑй пама хатӗр ҫынсенчен", - тесе ҫырнӑ Дамир Мустафин.
Сăнÿкерчĕкĕ: администраци пуҫлӑхӗн telegram-каналӗ.
 
Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
 
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

 

 

Пушкӑртра СВОна хутшăнакан боец район администрацине тӑван ялĕнчи кӗпере юсама ыйтнă
Пушкӑртра СВОна хутшăнакан боец район администрацине тӑван ялĕнчи кӗпере юсама ыйтнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: