Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июлӗн , 10:53

Çирĕклĕри Тамара Андреева маскировка сетки явакансен командине малтисенчен пĕри пулса хутшăнать

Хамăрăннисене пăрахмастпăр.

Çирĕклĕри Тамара Андреева маскировка сетки явакансен командине малтисенчен пĕри пулса хутшăнать
Çирĕклĕри Тамара Андреева маскировка сетки явакансен командине малтисенчен пĕри пулса хутшăнать

Ҫак кулакан, илемлӗ хӗрарӑм питӗ телейлӗ. Фронтовикӑн нумай ачаллӑ ҫемйинче ҫуралса ӳснипе телейлӗ, ӑна аслӑ аппӑшӗпе пиччӗшӗсем кӗҫӗнни тесе юратнипе тата ачашланипе телейлӗ. Паян телейлӗ — ӑна юратнӑ ачисемпе мӑнукӗсем, упӑшкине ӑнланаканскер, пурӑнса ирттернӗ кашни куншӑн савӑнать, тепӗр куна йӑл кулса кӗтсе илет, ку вăл Çирĕклĕре пурӑнакан Тамара Михайловна Андреева ятлӑ телейлӗ хӗрарӑм.

Шкул хыҫҫӑн Тамара айккинче телей шырама тухса кайман, бухгалтера вĕренсе тухнă та хӑй профессипе тăван ялти Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тытăннă. Чи яваплӑ вăхăтсенче ӑна хуҫалӑхра тырпул пуçтарнă чухне весовщицӑна янӑ. Кун пек ӗҫе кашниех тума пултарайман вӗт. Кунта вӑл хӑйӗн шӑпине, уйран йĕтем ҫине тырӑ турттаракан ҫамрӑк шофера тӗл пулнă. Чӗре систернĕ: акӑ вӑл Юрий ятлӑ телей. Унтанпа вӑтӑр ҫул ытла иртнӗ, вӗсем пур ӗҫре те пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ. Вĕсем ӗҫчен ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернĕ, вӗсем хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ. Тамара Михайловна профессие улӑштарнă та пенсие тухиччен райпо лавккинче сутуҫӑ пулса ӗҫленӗ. Тавар илекенсем ун ҫинчен яланах лайӑххине ҫеҫ калаҫнӑ. Упӑшкипе пысӑк та илемлӗ ҫурт лартнӑ, хуҫалӑхӗ пысӑк, унта яланах йӗркеллӗ те таса. Куҫсене пахчари илемлӗ чечексем савӑнтараҫҫӗ. Андреевсен хуҫалӑхне "Йӗркелӗх ҫурчӗ" дипломпа пӗрре мар наградӑланӑ. Хӗллехи вӑхӑтра полисадник хӑйӗн гирляндисемпе тата чӑрӑшсемпе хӗллехи юмах пулса тӑрать.

Тамара Михайловна маскировка сетки явакансен командинче малтанхи кунсенченех. Вӑл хутшӑнмасӑр пӗр сеткӑна та яман. Вӑл питӗ яваплӑ, сеткă явакан пунктра мӗн пулса иртмест, ҫавсене пурне те тивет. Вăл салтаксем валли мунчаласем, снайперсем валли виҫӗ ҫӑмламас алсиш, нускисем ҫыхнă. Тата çакна та каласшӑн: Тамара ял халӑхӗн фольклор ушкӑнне хастар хутшӑнать. Пӗр фестиваль те, концерт та унсӑр иртмест. Нумаях пулмасть Андреевсен хĕрача мӑнук ҫуралнӑ, халӗ вӗсем праҫникре виҫӗ арçынача мӑнукӗпе икӗ хĕрача мӑнукне кӗтсе илеҫҫӗ. Тамара хӑйӗн юратнӑ мӑнукӗсене тутлӑ кукӑльсемпе хăналать, вăл репетицинче те, маскировка сетки явакан пунктра явакансене те хӑналама ӗлкӗрет. Сывлӑх сунатпăр сире, Тамара Михайловна, тавтапуҫ пирӗнпе пӗрле пулнӑшӑн.

Тамара ПЕТРОВА,

Çирĕклĕ ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Тамара Андрееван архивĕнчен.

 

Çирĕклĕри Тамара Андреева маскировка сетки явакансен командине малтисенчен пĕри пулса хутшăнать
Çирĕклĕри Тамара Андреева маскировка сетки явакансен командине малтисенчен пĕри пулса хутшăнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: