Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Июлӗн , 11:56

Кивӗ подъездсене ҫӗнӗ пурнӑҫ

Ҫулсерен Пушкӑртра ҫӗршер подъезда ҫӗнетеҫҫӗ, юсавне вара хваттерте пурӑнакансем тӗрӗслесе тăраççĕ тата вӗсен сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн туса ирттереҫҫӗ.

Кивӗ подъездсене ҫӗнӗ пурнӑҫ
Кивӗ подъездсене ҫӗнӗ пурнӑҫ
Ҫулсерен Пушкӑртра ҫӗршер подъезда ҫӗнетеҫҫӗ, юсавне вара хваттерте пурӑнакансем тӗрӗслесе тăраççĕ тата вӗсен сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн туса ирттереҫҫӗ. Пушкӑртри подъездсене комплекслӑ юсав программине ирттерме 2024 ҫулччен палӑртнӑ.
Программӑн тӗп тӗллевӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсем валли лайӑх условисем туса парасси. Шӑпах ҫакӑн пек ориентирсене республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров 2022 ҫул вӗҫӗнче ҫулленех Пушкӑртстанри патшалăх пухăвне яракан сăмахра каланă.
Подъездсене юсас ӗҫе республика тата муниципалитет бюджечӗсен укҫи-тенки шучӗпе кӑна тӑваҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен укҫи-тенкине хывмаҫҫӗ. Подъездсене юсама палӑртнӑ ҫуртсен переченьне хула е район администрацийӗ ҫирӗплетет.
Республикӑра подъездсене юсамалли программа 2019 ҫултанпа ӗҫлет. Юлашки хыпарсем тӑрӑх, пилĕк ҫул хушшинче 8000 ытла подъезда юсанӑ.
Тӗслӗхрен, Пишпÿлек районӗнче подъездсене комплекслӑ юсав программипе 2019 ҫулта Центральная урамри нумай хваттерлӗ 10-мĕш тата 69-мĕш ҫуртсен подъезчӗсене, Юбилейная урамра 5-мĕш ҫуртăн подъезчӗсене, 2020 çулта Центральная урамри 71-мĕш ҫуртăн подъезчĕсене юсанӑ. Ҫак юсав ӗҫӗсенче кӗмелли ушкӑнсене йӗркелесси, стенасене ҫӗнетесси, тамбурти алӑксемпе йывӑҫ чӳречесене пластикпа улӑштарасси, пӗрремӗш хутри урайне плиткӑ сарасси, энерги перекетлекен ҫутаткӑҫсем лартасси, почта ещӗкӗсене улӑштарасси тата ытти тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ.
Кӑҫал асӑннӑ программӑна пурнӑҫлама 108 миллион тенкӗ янӑ, ҫав шутра ПР бюджетӗнчен 97,0 миллион тенкӗ, пилӗк муниципалитетра вырнаҫнӑ 38 нумай хваттерлĕ çуртсен 117 подъездне юсама палӑртнӑ: Уфа хулинче, Аскин, Иглин, Чишма тата Стерлибаш районӗсенче.
 
 
Кивӗ подъездсене ҫӗнӗ пурнӑҫ
Кивӗ подъездсене ҫӗнӗ пурнӑҫ
Кивӗ подъездсене ҫӗнӗ пурнӑҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: