«Башкирское долголетие. Туризм" программӑпа экскурси турĕсене пирӗн районти аслӑ ӑру гражданӗсенчен нумайӑшӗ усӑ курнӑ.
Паян пирӗн республика туристсем валли тӗрлӗ майсем сӗнет. Чылай пӗлтерӗшлӗ проекта Радий Хабиров хастар пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. "Башкирское долголетие. Туризм" проект чӑнах та хӑйне евӗрлӗ пулса тӑнă, ҫавна пула республикӑра пурӑнакан аслӑ ӑру ҫыннисем республика тăрăх тӳлевсӗр ҫӳреме, ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑхлӑ условисемпе ют ҫӗршывсенчи туслӑ ҫӗршывсенче, сӑмахран, Беларуçра, Абхазире тата ытти ҫӗрте те пулма пултараҫҫӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗсенчен пӗринче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Башкирское долголетие" — пурнӑҫ, ҫӗнӗ ҫамрӑклӑх, паллашу, чун-чӗре ҫинчен каланине палӑртнӑ. Кунпа килӗшмессе те йывӑр.
Программӑпа экскурси турӗсемпе пирӗн районти аслӑ ӑру гражданӗсем те усӑ курнӑ. Ҫапла, "Башкирское долголетие. Туризм" программа шайӗнче ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн юлашки хут Гафури районӗнчи страус ферминче пулса курнă май Красноусольска маршрут йӗркеленӗ. Пишпÿлек районӗнчи кӗмӗл ҫулсенчи туристсем пирӗн республикӑри ҫутҫанталӑк илемӗпе киленме, тӗлӗнмелле страуссене курма тата "Красноусольский" санатори ҫумӗнчи минерал çăлкуçне курма пултарнӑ. Пӗр кун хушшинче хӑтлӑ автобуспа çула тухса туристсем Краснусольск историйӗпе паллашнӑ, сӑваплӑ ҫӑлкуҫсемпе ӗҫмелли бювета пырса курнӑ. Ҫавӑн пекех кайса ҫӳремелли программӑна Турӑ Амӑшӗн Табын турӑшне, таса гротне тата минераллӑ ҫӑлкуҫсемпе паллашнине кӗртнӗ.
"Башкирское долголетие. Туризм" программӑпа ҫӳрени ҫинчен проекта хутшӑннӑ Демскинчи Галина Георгиевна Петрова каласа панă.
— Пушкӑртстанра интереслӗ вырӑнсем питӗ нумай, вӗсенчен пӗри - Красноусольский. Пӗр ял пур, кӑшт леререхре, ҫӑра вӑрман варринче, пӗччен те илемлӗ вырăнта "Красноусольский" санатори вырнаҫнӑ.
Июлӗн 2-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи ветерансем "Башкирское долголетие. Туризм" патшалӑх программине пурнӑҫланӑ шайра ҫак илемлӗ вырӑна ҫитсе курнӑ. Санаторие ҫитме инҫе-ха, анчах унта мӗн тери илемлӗ те лӑпкӑ. Ҫак туйӑмсене сӑмахпа каласа пама ҫук, анчах ҫапах та эпӗ ҫак вырӑнта пире мӗн кӑмӑла кайнине каласа пама тӑрӑшӑп.
"Красноусольский" санаторийӗ Пушкӑртстан Республикин Гафури районӗнче пысӑках мар, анчах хӑвӑрт юхакан Усолка шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗр-пӗччен, илемлӗ вырăнта вырнаҫнӑ. Кунта лӑпкӑ та тăнăçлă. Илемлӗ ҫутҫанталӑк фонӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ курорт поселокӗ туса лартнӑ.
"Красноусольскийĕнче" чи паллӑ вырӑна минерал ҫӑлкуҫӗсем йышӑнса тӑраççĕ, çавсемшĕн кунта ҫынсем килеҫҫӗ. Эсир Красноусольский минераллӑ шыв ҫинчен илтнӗ пулӗ? Акӑ ӑна кунта тултараҫҫӗ. Унта шыва кӗме те юрать-ха. Ҫӳлӗк хӗррине хывӑнмалли пӳлӗмсем лартнӑ - арҫынсемпе хӗрарӑмсем валли уйрӑмшар. Кунта шыв таса шутланать, вӑл сивӗ хӗл те шӑнмасть. Минераллӑ шывра шыва кӗнисӗр пуҫне кунта сиплӗ пылчӑкпа вараланма май пур.
Красноусольскийĕн паллӑ вырӑнӗсенчен пӗри - сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ Табын Турӑшӗн храмӗ. Шӑпах çакӑнта пулнӑ та ĕнтӗ Турӑ амӑшӗ, пӗр паллӑ вӑхӑтра турӑш йӗрет. Пусма тӑрӑх храм патнелле хӑпарсан, илемлӗ вырăн курӑнать.
Храм туса лартнӑ сӑрт хӗрринче пысӑках мар ҫӗр хӑвӑлӗ пур, тӗрӗсрех каласан, грот. Кунта турӑшсем лартнă, ҫуртасем ҫунаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ку вырӑн канакансемшӗн ҫеҫ мар, ӗненекенсемшӗн те илӗртӳллӗ. Табын Турӑ амӑшӗн турӑшӗн пулӑмӗсен гротӗнче пулнӑ чухне кашни ҫын мӗн те пулин шухӑшласа кӑларма пултарать. Эпир те ҫуртасем лартрӑмӑр, юнлӑ вӑрҫӑ чарӑнасси ҫинчен шухӑшларӑмӑр, юлашкинчен, тăнăçлăх ҫиттӗр!
"Чаплӑ страус" страус ферми Инзелга ялӗпе юнашар Гафури районӗнче вырнаҫнӑ. Унран инҫех те мар, пурӗ 25 ҫухрӑмра, пӗтӗм Пушкӑрт тӗнчипе чапа тухнӑ "Красноусольский" санатори вырнаҫнӑ. Страус ферми ҫинчен санаторие кӑмӑлланине пула кашни ҫын пӗлет.
Пирӗн алӑсем ҫине страус пек пичет лартрӗҫ те, эпир ферма территорине кӗтӗмӗр. Страуссем пысӑк вольерсенче, хӑйсем патне пыракансене сӑнаса, шăппăн ҫӳреҫҫӗ. Пӗлместӗп, мӗн чухлӗ пулнӑ вӗсем кунта. Пĕр вольерсенче страуссем пӗчченшерӗн ҫӳреççĕ, тепринче пӗчӗк ушкӑнсемпе уҫӑлса ҫӳреççĕ. Ытла та кулӑшла. Вӗсене сӑнама питӗ интереслӗ.
Страуссемсӗр пуҫне кунта урӑх кайӑксем те пур: чӑхсем, кӑрккасем,
цесаркӑсем. Павлинсем, попугайсем тата ытти кайӑксем уҫӑлса ҫӳреççĕ. Вӗсене кунта пурне те каласа пӗтереймӗн. Кунта чӗрчунсем те пурӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, ишексемпе качакасем. Чӗрчунсен вольерӗсем чылаях анлӑ пулни мана савӑнтарчӗ. Хӗллехи картасем те пур. Хӗлле шӑнмаҫҫӗ. Выльӑхсене лайӑх пӑхни курӑнать. Вӗсем йӗрӗнчӗклӗн курӑнмаҫҫӗ.
Сотрудниксем хӑйсем ҫепӗҫ те чӑтӑмлӑ. Выльӑхсем валли апат-ҫимӗҫ туянма тата апат ҫитерме май пурри килӗшрӗ. Ачасене ку икӗ хут кӑмӑллӑрах пулать. Фермӑран тухнӑ чухне алă çумалли хуран вырнаҫтарнӑ, выльӑхсене çитернĕ хыҫҫӑн алӑсене ҫума пулать.
Ҫакӑнпа пирӗн ҫул вӗҫленчӗ. Ҫак пысӑках мар, анчах интереслӗ ҫул Гафури районӗнчи ҫутӑ та асран кайми сӑрсемпе нумайлӑха асра юлӗ. Ку вырӑна пирӗн таврари ҫынсене пурне те килсе кайма сӗнетӗп.
"Башкирское долголетие. Туризм" проекчӗ — Пушкӑрт Республикинчи ҫутҫанталӑк "ахах пӗрчисемпе" тата унӑн культура еткерӗпе паллаштарма питӗ лайӑх май.
Неля САБАХОВА.
Сăнӳкерчӗкӗ: Галина Петрован архивĕнчен.