Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Июлӗн , 12:14

Уфара палламан ҫын хӗре 8 млн тенкӗлӗх улталанă

Аферист улталанă çын инвестиципе укҫа хывасшӑн пулнӑ.

Уфара палламан ҫын хӗре 8 млн тенкӗлӗх улталанă
Уфара палламан ҫын хӗре 8 млн тенкӗлӗх улталанă
Аферист улталанă çын инвестиципе укҫа хывасшӑн пулнӑ.
Уфа хӗрӗ хӑйӗн бизнесне аталантарма кредитсем илни паллӑ. Анчах ҫак самантра вӑл мессенджерта урăх майпа ӗҫлесе илме май пулни ҫинчен калакан информаци курнă. Вӑл кӑтартнӑ номерпе ҫырса янă. Каярахпа унпа пассивлӑ тупӑш ҫинчен каласа паракан арҫын ҫыхӑннă. Ҫавӑн пекех палламан ҫын инвестицисем ҫинчен лайӑх сăмахсем çырнă чатри хӗре хушса хунă. Уфимка арҫынпа уйӑх хушши хутшӑннӑ, вара, хӑйĕнпе тӗл пулсан, мӗнпур пурлӑхне – 8 млн тенкине панӑ. Палламан ҫын часах унӑн бюджечӗ тулать тесе сӑмах панă, унтан тухса кайнă. Тепӗр кунне хӗр хӑйӗн кабинетне кӗме хӑтланнă, анчах даннӑйсем пурте, чат пекех, ҫухалнă.
 
Хальхи вӑхӑтра ҫак факт тӑрӑх РФ УК 159 "Мошенничество" статйипе уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.
 
 
Уфара палламан ҫын хӗре 8 млн тенкӗлӗх улталанă
Уфара палламан ҫын хӗре 8 млн тенкӗлӗх улталанă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: