Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Августӑн , 11:05

Пушкӑртри Салават районӗнчи боец тӑшманӑн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă

Салават районӗнчи "Шах" позывнойлă боец çурҫӗр еннелле штурмланӑ вӑхӑтра тӑшманӑн пилотсăр 30 аппаратне тĕп тунă.

Пушкӑртри Салават районӗнчи боец тӑшманӑн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă
Пушкӑртри Салават районӗнчи боец тӑшманӑн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă

Салават районӗнчи "Шах" позывнойлă боец çурҫӗр еннелле штурмланӑ вӑхӑтра тӑшманӑн пилотсăр 30 аппаратне тĕп тунă, вӗсем пирӗн позицисене пырса ҫапма хатӗр пулнӑ. Ҫар ҫынни пирӗн вуншар боецăн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Юлашки штурмра "Шах" аманнă та халӗ Новороссийск хулинче госпитальте выртать. Боец каланӑ тӑрӑх, дрон-камикадзе пирӗн окопсем патне ҫитнӗ-ҫитнех, боец юлашки самантра пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ, аппарат траншея стени ҫине тӑрӑнса сирпӗнсе кайнă. Боец осколокпа аманнӑ тата вӑйлӑ контузиленнӗ. Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе сурана ҫыхма, передовойран тухма пултарнă, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна медиксем пулӑшнă.

"Шах" ҫапла каласа панă: тӑшманӑн пилотсăр шутсӑр нумай аппарат пур пулин те, пирӗн ҫарсем штурмлакан ӗҫсене чарса тӑмаҫҫӗ, кашни кун малалла, хӑш чухне талӑкра темиҫе километр малалла куҫса пыраҫҫӗ. "Çапăçу перӗнӗвӗн пӗтӗм линийӗ тӑрӑх малалла каяççĕ, пирӗн боецсем маттур, тӗрӗс ӗҫлеҫҫӗ, паттӑрлӑхпа çирĕплĕх кӑтартаҫҫӗ, - каласа панă "Шах". - Ҫул ҫинче чи пысӑк чӑрмав вӑл, паллах, дрон. Анчах эпир вӗсене стрелоксен хӗҫпӑшалӗнчен пеме вӗренсе ҫитрӗмӗр. Эпӗ тӑшманӑн 30 беспилотникне персе антартӑм. Паллах, аманнӑ. Тен, халӗ отпуск илетӗп те киле каятӑп, сывалатӑп, канатӑп та каллех ентешсем патне!"

"Шах" каланӑ тӑрӑх, ку ӗнтӗ унӑн виҫҫӗмӗш çар суранӗ, малтанхисем иккӗшĕ пысӑках мар. Фронтра шăп тӑрасси ҫук, тет вӑл. Пирӗн ҫарсем те пилотсăр аппаратсемпе анлӑн усӑ курма пуҫларӗҫ, кунсӑр пуҫне, штурмовиксене хӳтӗлесе, артиллери вӑйлӑ ӗҫлет. Ҫаксем пурте пирӗн подразделенисем валли малалла куҫма май параҫҫӗ, вӗсем кун хыҫҫӑн кун хӑйсен позицийӗсене лайӑхлатаҫҫӗ.

"Шах" хӑйӗн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене, пӗтӗм ентешӗсене салам каланă. Килте ӑна арӑмӗпе хӗрӗ кӗтеҫҫӗ. Боец шансах тӑрать: ВСУ йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ, малашне вӗсемшӗн начартарах пулать. Ҫӗнтерӳ пирте пулать!

Аса илтеретпӗр, контракт ҫине алӑ пусас текенсем лару-тӑру центрӗн 122 номерӗпе е суйлав пункчӗн номерӗпе кӑсӑклӑ ыйтусем пама пултараҫҫӗ.+7 (34743) 2-13-57, 8 927-327-02-04. Контракт тунӑ чухне пӗр вӑхӑтра миллион тенкӗ чухлӗ тӳлеççĕ.

https://na-zemle-salavata.com/news/novosti/2024-08-05/boets-iz-salavatskogo-rayona-bashkirii-unichtozhil-30-vrazheskih-dronov-kamikadze-3873277

 

 

Пушкӑртри Салават районӗнчи боец тӑшманӑн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă
Пушкӑртри Салават районӗнчи боец тӑшманӑн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: