Пишпÿлекри ҫамрӑк гвардеецсем "Юмахри мир" ҫуллахи ача-пӑча площадкинчи ачасем валли вӑйӑ программине йӗркеленӗ те Пӗтӗм тӗнчери светофор кунне халалланӑ "Эпӗ урампа утнӑ май" вӑйӑ программи ирттернĕ.
Вӑйӑ программи ачасене ҫул-йӗр правилисене, урамсемпе ҫулсем ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли тӗп правилӑсене ҫирӗплетес тӗллевпе иртнӗ.
Ачасем икĕ командăна пайланнă, ӑс-хакӑл ыйтӑвӗсене хуравланă, хускануллӑ вӑйӑсем вылянă.
Пур заданисен итогӗсем тӑрӑх туслӑх ҫӗнтернӗ. Икӗ команди те пӗр пек балсем пухнă. Мероприяти вĕçĕнче ачасем асăнмалăх парнесем илнĕ.
#МГЕР #МГЕР
#МолодаяГвардия #МолодаяГвардияРБ
#Бижбуляк #БижбулякскийРайон
#МеждународныйДеньСветофора
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.