Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Августӑн , 15:09

Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă

Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратован ĕçлĕ тĕллевĕ миравай суд ҫурчӗн юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашасси.

Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă
Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă
Августӑн 15-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин административлӑ органсемпе тата спорта аталантарас тĕлешпе ĕçлекен департамент директорӗ Адус Ягафаров тата юстици ӗҫӗпе республика комитечӗн председателӗн заместителӗ Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлек районне пырса кайнӑ. Вӗсем пирӗн районта пурӑнакансене йышӑннă, вĕсенчен пĕри хальхи вӑхӑтра СВОна хутшӑнакан гражданин пулнă. Заявителе спецоперацие хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемьисем валли социаллӑ пулӑшу мерисем палӑртни кӑсӑклантарнă. Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова тӗплӗ хурав панă. Тӗслӗхрен, вӗсем Пушкӑртстанра регионти тата муниципалитет пулӑшӑвне шута илсе пӗтӗмӗшле тӳлевсен сумми 1,2 миллион тенкӗпе танлашма пултарни ҫинчен каласа панӑ. Унсӑр пуҫне республикӑра пурлӑх пулӑшӑвӗн хушма мерисене палӑртакан "Рекрут" проект пурнӑҫланать. Пӗтӗмӗшпе илсен, Пушкӑрт Республикинче СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсемшӗн тӗрлӗ характерла пулӑшмалли 40 ытла мера ӗҫлет. Светлана Халиловна пӗлтернӗ тӑрӑх, юстици енӗпе ӗҫлекен ПР Комитечӗн "Патронаж" ӗҫ-хӗл шайӗнче пур енлӗ тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пулса тӑрать.
Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратован тепĕр ĕçлĕ тĕллевĕ миравай суд ҫурчӗн юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашасси. Пишпÿлек районӗнчи суд участокне тӗпрен юсас ӗҫе Пушкӑртстанри Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пулӑшнипе ирттернӗ миравай судьясен ҫурчӗсене юсамалли программа шайӗнче туса пыраҫҫӗ. Ӗҫсене тунă вӑхӑтра шалти пӳлӗмсене, кабинетсене пӗтӗмпех юсанӑ, чӳречисене улӑштарнӑ, кондиционер тытӑмĕсене палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне сӗтел-пукан, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн техника хатӗрӗсем тата терроизма хирĕç хӳтӗлев хатӗрӗсем ҫӗнелеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Уфа хӑнисем хӑйсем ӗненме пултарнă тăрăх пĕтем ӗҫе туса ҫитернӗ. Официаллӑ уҫма сентябрӗн пуҫламӑшӗнче палӑртнӑ.
Олег ЛЕОНТЬЕВ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Олег Леонтьев.
 
Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă
Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă
Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă
Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ĕçпе Пишпÿлекре пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: