Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Августӑн , 10:25

Уфара канмалли кунсенче 17 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ

Канмалли кунсенче, августӑн 24-мӗшпе 25-мӗшӗнче, тӗп хулари патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен 42 самантне регистрациленӗ.

Уфара канмалли кунсенче 17 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Уфара канмалли кунсенче 17 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ

Канмалли кунсенче, августӑн 24-мӗшпе 25-мӗшӗнче, тӗп хулари патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен 42 самантне регистрациленӗ, ҫул çинчи тăватă аваринче тăватă ҫын шур курнă, çав шутра пĕр ача.

Ҫавӑн пекех 741 ПДД пӑснине, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курмалли правилӑсене 140 хут пӑснине, 54 - ҫуран ҫынсене ҫул памалли требованисене пурнӑҫламаннине, 44 ачасене-пассажирсене турттармалли правилӑсене пӑснине тупса палăртнӑ.

17 водителе транспорт хатӗрне ÿсĕр тытса пынăшăн, ҫавӑн пекех водитель удостоверенисӗр пилĕк водителе тытса чарнӑ.

Унсӑр пуҫне, требованисене пӑснӑшӑн 47 ҫуран ҫынна явап тыттарнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ГАИ архивӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-08-26/v-ufe-za-vyhodnye-zaderzhali-17-pyanyh-voditeley-3898094

 

Уфара канмалли кунсенче 17 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Уфара канмалли кунсенче 17 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: