Ирхи апат – пирӗн кулленхи менюн чи паха пайӗ. Ку вӑл кашни кун никӗсӗ, ирхи апатсӑр организмӑн тулли ӗҫ-хӗлне кирлӗ энерги илме май ҫук вӗт.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗ рационпа тӗрӗс апатлану ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Лайӑх кун пуҫламӑшӗ тӗрӗс те усӑллӑ ирхи апат пулать.
Ача садӗнчи воспитанниксен куна ирхи апатран пуҫлаҫҫӗ – тутлӑ та усӑллӑ сӗт пӑтти, бутерброд тата ĕçмелли. "Смешарики" вӑтам ушкӑнри ачасем ирхи апат валли тӑрӑшакан поварсем хатӗрленӗ тӗрлӗ тутлӑ та усӑллӑ пӑтӑ ҫиеҫҫӗ. Тутлӑ та усӑллӑ ирхи апат — лайăх кун пуҫламӑшӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282