Повар кунӗ самаях ҫамрӑк уяв, ăна 2004 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери Шеф-поварсен Ассоциаци пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку организацие тӗнчери пур кӗтессенчен те сакӑр миллион ҫынна яхӑн кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсен шухӑшӗсем мӗнле те пулин уява ҫирӗплетме, ҫавӑн чухлӗ тутлӑраххине ҫирӗплетме ҫителӗклӗ. Уяв тӗллевӗ - ҫак профессин кирлĕхĕпе пӗлтерӗшне кӑтартасси, опытпа ылмашасси.
Ҫак кун повар ӑсталӑхӗн конкурсӗсем, кулинари продукцийӗн куравӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кулинарсем оригиналлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлессипе тата пысӑк виҫеллӗ апат-ҫимӗҫ туса хурассипе ӑмӑртаҫҫӗ. Общество апатланӑвӗн заведенийӗсенче ҫынсем валли акцисемпе дегустаци ирттереҫҫӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 5-мӗш класри ачасемпе "Профессин плюсĕсемпе минусӗсем" практика занятийӗ иртнӗ. Эксперт пулса вара шкул столовӑйӗнче кашни кун тутлӑ та усӑллӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен Марина Анатольевна Герман тухса каланă. Профориентаци вӑл ачана хисеплемелли тата ӑна малалла тӗрлӗ професси тӗлӗшӗнчен аталантармалли кирлӗ меслет.
Шкул столовӑйӗнчи чаплӑ коллектива çитес професси уявӗпе чунтан саламлатпӑр! Юратнӑ поварсене, вӗсене пулăшаканӗсене ырӑ сывлӑх тата пурнӑҫра нумай телейлӗ ӗҫсем сунатпӑр. Тавтапуҫ сирӗн ӗҫӗршӗн, тӑрӑшнӑшӑн!!!
#Бижбуляк2школа
#Вкуснаяработапрофессияповар
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.