#владимирпутин
Путин: ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ умӗнче логистика маршручӗсем тӑвас задача тӑрать.
Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ умӗнче чылай пысӑк задача тӑрать, вӗсен шутĕнче наци тата тӗп пӗлтерӗшлӗ хальхи логистика маршручӗсем йӗркелесси. Кун пирки октябрӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченĕсемпе ветеранĕсене професси уявӗпе саламланă май пӗлтернӗ.
"Пӗтӗмӗшпе илсен, отрасль умӗнче пысӑк, комплекслӑ тӗллевсем тӑраҫҫӗ, приоритетсем хушшинче — бизнеса аталантарма, регионсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика, туризм вӑй-хӑватне уҫма, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме кирлӗ хальхи наци тата глобаллӑ пӗлтерӗшлӗ хальхи логистика маршручӗсем туса хурасси", — тесе палӑртнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейри ҫул-йӗр комплексӗнче пысӑк квалификациллӗ, хӑйсен ӗҫне пӗлекен тата юратакан специалистсем ӗҫленине палӑртнă. Ҫапла каланӑ вӑл, ҫӗнӗ ҫулӑн кашни километрӗпе кӗпер хыҫӗнче — проект тӑвакансен, инженерсен, строительсен тата ытти специальноҫсен представителӗсен пысӑк ӗҫӗ.
"Эпир хуласемпе ял территорийӗсен инфратытӑмне ӳстерсе пыратпӑр, федераци, регион тата вырӑнти трассӑсен тытӑмне ӳстеретпӗр", — хушса хунă Путин.
https://iz.ru/1777367/2024-10-20/putin-rasskazal-o-zadachakh-v-sfere-dorozhnogo-khoziaistva-rossii