-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Ачана ҫул ҫинче инкек-синкекрен сыхлас тесен, ӑна хӑрушсӑр тыткаланма вӗрентмелле.
"Тимлӗр — ачасем!" çул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе акци шайӗнче Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулăх центрĕн «Квиллинг» пӗрлешӗвӗн педагогĕ Татьяна Владимировна Петрова "Пӗчӗк ҫуран çын правилисем" тата "Светофор — пирӗн тус" калаҫусем ирттернӗ.
Вӗренекенсем квиллинг техникипе светофор тунӑ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшсене асӑннӑ темӑпа буклетсем панӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.