Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров декабрӗн 17-мӗшӗнче ЦУРти оперативлӑ канашлура ПР Транспорт министерствин пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Минакована Пишпÿлек районĕнчи Пишпÿлек—Аксен çулăн виҫӗ участокне, çавӑн пекех район центрĕн Центральная урамӗнчи виçĕ ҫухрӑм ҫулне "фонящий" çулсем проекта кӗртме хушнӑ. Унсӑр пуҫне, çитес ҫул Пишпÿлек — Пелепей çулăн виçĕ ҫухрӑмне юсама тытӑнӗҫ.
"Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп, укҫине Пишпÿлек — Пелепей еннелле тума "Башкиравтодора" уйӑрса панӑ. Туман. Ҫитес ҫул тӑвас пулать. Ҫавӑн пекех Пишпÿлек — Аксен ҫулӗ ҫинчи виҫӗ участока тӳрлетмелле. Тата Пишпÿлекри Центральная урамăн виçĕ ҫухрӑмне. Вӗсем сӑпайлӑ, ытлашши нимӗн те ыйтмаҫҫӗ, анчах тӑвас пулать", — тенӗ ПР Пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.