Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем тӑрӑх пысӑк грузовиксене ҫӳреме чараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен Пушкӑрт Республикинче регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем тӑрӑх пысӑк грузовиксем ҫӳрессине чарса лартӗҫ, пӗлтерет ПР Транспорт министерстви. ПР правительствин постановленийӗпе килӗшӳллӗн, тӗнӗл ҫине тиенӗ йывӑр транспорта ку тапхӑрта ултӑ тонна ытла турттарма юрамасть.
Ҫавӑн пекех ҫуллахи вӑхӑтра, июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 31-мӗшӗччен, сывлӑш температури тытӑнса 32 градус ăшă тăрсан чару пулать.
— Ӗҫ акӑ мӗнре: ҫуркунне массӑллӑ юр ирӗлнӗ тапхӑрта, ҫулла вара, температура пысăк чухне, асфальт-бетон витӗмĕ йывӑр тиенӗ çăкпа деформаципе арканма пултарать, - комментироват тунă ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова. — Ҫавӑнпа та Пушкӑртстанри регионти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене упраса хӑварас тесен нумай тоннăллӑ грузовиксене ҫӳреме чармалла. Унсӑр пуҫне республикӑри ҫулсем тӑрӑх кун пек транспорт хуҫисем пайланмасӑр тиенӗ транспорт хуҫисем федерацин хысна учрежденийӗн уполномоченнӑйӗн "Росдормониторинг" официаллӑ сайтӗнче ятарласа ирӗк илме пултараҫҫӗ. Чӑрмавсем пулнӑ тапхӑрта ҫул ҫӳренӗшӗн тӳлекен мӗнпур укҫана Пушкӑрт Республикин Ҫул-йӗр фондне яраҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Евгений Соколов.
https://resbash.ru/news/transport/2025-03-03/v-bashkirii-ogranichat-dvizhenie-gruzovikov-4143435