Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Мартӑн 2025, 10:37

Радий Хабиров Уфара тасатма хушнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфа администраципе ЖКХ министерствине халех территорисене тасатма тытӑнма хушнӑ.

Радий Хабиров Уфара тасатма хушнӑ
Радий Хабиров Уфара тасатма хушнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфа администраципе ЖКХ министерствине халех территорисене тасатма тытӑнма хушнӑ. "Мӑнаҫлӑрах пулӑр! Икӗ кун Мускавра пултӑм — унта пурне те пуҫтарса пӗтернӗ. Паллах, пирӗн климат условийӗсене танлаштарма ҫук — вӗсен юр тахҫанах ҫук, газонӗсем те симӗсленме пуçланă. Анчах пирӗн те ҫуркунне пӗр уйӑх маларах ҫитрӗ, вăхăта сая ямалла мар. Ӗлӗк тасалӑха майӑн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелеме тӗллев лартнӑччӗ, халӗ — апрелĕн 1-мӗшӗ тӗлне. Халех тытӑнӑр, субботниксене ҫывӑхри кунсене палăртăр. Ҫынсене тата техникӑна илсе тухӑр. Уфа — республикăн тӗп хули, марка тытмалла. Халӗ пысӑк кӳлленчӗксем пулса тӑраҫҫӗ, шыва путма пуҫлаҫҫӗ — ку ӗҫе йӗрлесе тата оперативлӑ реакцилемелле", — тенӗ Радий Хабиров ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

 

https://www.bashinform.ru/news/politics/2025-03-17/radiy-habirov-poruchil-navesti-chistotu-v-ufe-4159775

 

 

Радий Хабиров Уфара тасатма хушнӑ
Радий Хабиров Уфара тасатма хушнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас