

Пишпÿлекрен Ставрополь еннелле турист ушкӑнӗ кайнӑ, вӗсен ҫитес кунсенче Кавказри Минераллӑ шывсен тараватлӑхӗпе паллашма тивӗ. Ҫамрӑк ҫулҫӳревҫӗсемшӗн (ушкӑнра тăхăр арҫын ача тата икĕ вӗрентекен) ҫул ҫӳрев кӑсӑк кӑна мар, питӗ пӗлӳллӗ пуласса шантарать. Йышӑнакан ен (Железноводскри художествӑпа строительство техникумӗ) пуян та интереслӗ программа хатӗрленĕ, ҫавна пула ачасене кичем пулмĕ, паллах. Экскурсисем, кану мероприятийӗсем, вырӑнти йӑла-йӗркепе, тутăсемпе, кӗвӗсемпе паллашасси, вырӑнти флорӑпа тата фаунӑпа ҫыхӑну тытасси, паллах, унти ачасемпе хутшӑнасси, вӗсемпе, тен, туслӑ ҫыхӑну тытӗҫ. Ҫакă пурте нумай ҫул каялла Пишпÿлек районӗпе Железноводскри художествӑпа строительство техникумӗ хушшинче килӗштерсе ĕҫлесси çинчен тунӑ килӗшӗве пула пулса тӑраҫҫӗ. Туслӑх пулса тӑнӑ килĕшÿ. Пӗр-пӗринпе культура тата ҫутӗҫ енчен ылмашӑнма питӗ лайӑх условисем уҫса паракан килӗшÿ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups