

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей чукун ҫул транспорчӗн ӗҫченӗсене Чукун ҫул ӗҫченӗсен кунӗпе саламланӑ. Тивӗҫлӗ чӗнӗве августăн 3-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленӗ.
«Раҫҫейри чукун ҫул транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! Сире професси уявӗпе — Чукун ҫул ӗҫченӗсен кунӗпе саламлатӑп. <...> Ҫыхӑну ҫулӗсен шанчӑклӑ ӗҫне ҫӗр-ҫӗр пин ҫын тивӗҫтерет: диспетчерсемпе инженерсем, машинистсемпе проводниксем, юсавҫӑсемпе ҫул ҫӳревҫӗсем, транспорт тӑвакансем тата ыттисем те. Раҫҫей чукун ҫулӗсем ҫинче вӑй хуракансене, ҫавӑн пекех отрасль ветеранӗсене те эсир ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑвас килет», — тенӗ Путин.
Вӗсен яваплӑ та хӗрӳ ӗҫне пула Раҫҫей чукун ҫулӗсем хуласемпе регионсене пӗрлештерсе уҫӑмлӑ та килӗштерсе ӗҫленине палӑртнă вӑл. Вӗсем тӑрӑшнипе РФ экономикӑн ҫирӗплӗхне тата патшалӑхӑн оборона хӑватне тивӗҫтерекен хӑватлӑ инфраструктура бази йӗркеленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/77672/photos/82505