#владимирпутин
Владимир Путин видеоконференци мелӗпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче Строительсен кунне халалласа ҫӗнӗ социаллӑ тата инфратытӑм объекчӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тăрура уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Тӳрӗ эфирта Комсомольск-на-Амуре хулинче шыв илессине хирӗҫ ҫырана, Пермьре зоопарка, Брянск облаҫӗнчи Унечара ҫул пӑрӑхне, Челябинск облаҫӗнчи Копейскра ача садне тата Дагестанри Шамхал поселокӗнче шкула хута янă.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ строительство отраслӗнче ӗҫлекенсене професси уявӗпе саламланă, вӑл ҫӗршыв экономикишӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Президент сӑмахӗсемпе, 2019 ҫултанпа Раҫҫейре 630 миллион тӑваткал метра яхӑн ҫурт-йӗр хута янӑ, ҫакӑ 25 миллион ытла ҫемьен пурăнмалли условийӗсене лайӑхлатма май панӑ. Уйрӑмах Донбаспа Новоросси территорийӗсене юсассине тимлӗх уйӑраҫҫӗ, унта, лару-тӑру кӑткӑс пулин те, ҫурт-йӗрпе инфратытӑма хастар тӑваҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кремлӗн официаллӑ сайчӗ.