«Ачалӑх хӑрушсӑрлӑхӗ» акципе килӗшӳллӗн Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенӗсем Пишпÿлекри ПЧ-68 çитсе курнă. Пушарпа ҫӑлав 68-мӗш чаҫӗн начальникӗн ҫумӗ И.Б. Маликов ачасене Пӗрлехи дежурнӑй диспетчер службин ӗҫӗ ҫинчен каласа панă. Дежурнӑй-диспетчер службин пӳлӗмне, пушар машинипе унӑн хатӗр-хӗтӗрне кӑтартнă, пушарнӑйсен ҫи-пуҫĕпе паллаштарнă.
Ачасем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене панă, питӗ кӑсӑкланса итленĕ. Пушар сӳнтерессипе тата ҫынсене ҫӑлассипе ӗҫлекенсемпе калаҫнинчен ачасем усӑллӑ информаци нумай илнĕ. Тен, ачасенчен хӑшӗ-пӗри малашне пушарнӑй пулма шутлӗ. Ачасем экскурсишӗн тав тăваççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.